Комсомольский муниципальный округ

Чи маттуррисене палăртнă

Ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси чи малтанах ашшĕ-амăшĕнчен пуçланать. Пепке ача садĕнче йĕркене хăнăхса ỹсни те пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Унта тавракурăмĕ аталанать, ача вулама, çырма, ỹкерме хăнăхать. Пур ĕçе те чи малтанах воспитатель вĕрентет. Кашни кунах ирттерекен тĕрлĕ занятисене, уявсене, мероприятисене ачасем хаваспах хутшăнаççĕ. Кĕçĕн çулхисемпе пĕр чĕлхе тупма, ĕçе явăçтарма çăмăл мар. Кунта паха опытпа ăсталăх пурри тĕп вырăнта пулмалла.

Çак тĕллевпех чи маттуррисене палăртма районта, республикăра кашни çулах "Çулталăк воспитателĕ" конкурс ирттереççĕ. Ăна 3 тапхăрпа йĕркелеççĕ. Кăçал пĕрремĕш тапхăрта районти 21 педагогăн интернет ресурсне хакланă. Иккĕмĕш тапхăрĕнче 8 воспиталĕн ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелес пултарулăхĕпе паллашнă. Районти ача сачĕсенче ĕçлекен 5 педагог виççĕмĕш тапхăрта "Мастер-класс" тата "Круглый стол" мероприятисене хутшăннă, хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă. Конкурса пĕтĕмлетнĕ май "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ Марина Михеева чи маттурри тесе палăртнă. Вăл район чысне республика шайĕнче хỹтĕлĕ. "Колосок" ача сачĕн воспитателĕсем Зинаида Ксенофонтовăпа Лилия Насертдинова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çак ача сачĕн педагогĕсем Наталья Долгова тата Елена Григорьева конкурс лауреачĕсем пулнă, вĕсем "Педагог-новатор" тата "За верность профессии" номинацисенче çĕнтернĕ.

Пĕрле пухăнса ыйтусене сỹтсе явни, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашни ачасен воспитанийĕнче пысăк вырăн йышăнать. Кашниех занятисене тĕрлĕ майлă йĕркелет, кашнийĕшĕн шухăш-кăмăлĕ те уйрăм. Апла пулсассăн пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнма татах та конкурссем пулчăр.



"Каçал Ен"
08 апреля 2015
14:29
Поделиться
;