Комсомольский муниципальный округ

Ентешлĕх уява йыхравлать

Иртнĕ эрнекун Шупашкарта "Кĕтне" ентешлĕхĕн ларăвĕ пулнă. Унта ентешлĕхĕн черетлĕ уявне апрелĕн 18-мĕшĕнче ирттерме йышăннă. Вăл тĕп хуламăрти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче 14 сехетре пуçланмалла.

- Çурхи уява Литература çулталăкне халалласа йĕркелме йышăнтăмăр. Пирĕн тăрăхра пултарулăх çыннисем - çыравçăсемпе сăвăçсем, журналистсем - йышлă çуралса ỹснĕ-çке. Кунсăр пуçне, культура программи те пысăк вырăн йышăнĕ. Районта пурăнакансене те, Шупашкарта тĕпленнисене те ентешлĕх уявне çитсе курма йыхравлатпăр. Пĕрре те кичемлĕх пусмĕ, тус-юлташăрсене, тăванăрсене, пĕрле вĕреннисене курса калаçма май пулĕ, - терĕ "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ А.П. Капитонов.



"Каçал Ен"
08 апреля 2015
14:59
Поделиться
;