Комсомольский муниципальный округ

Кайăксем - пирĕн туссем

Нумаях пулмасть Асанкасси вăтам шкулĕнче "Кайăксем - пирĕн туссем" ятпа кайăксен кунĕ иртрĕ.

Ăна кăсăклă та та хăйне евĕрлĕ, ачасен кăмăлне каймалла йĕркелес тесе З.Д.Петухова аслă вожатăй нумай тăрăшрĕ. Ачасем сăвăсем вĕренчĕç, ỹкерчĕксем турĕç. Чи малтанах кĕçĕн класра вĕренекенсем "Вăрманти сасăсем" презентаци пулăшнипе куçăмсăр майпа вăрмана çитсе курчĕç, кайăксен сассисене итлерĕç, вĕсем çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç.

Кроссвордсемпе ребуссене те çăмăллăнах шĕкĕлчерĕç ачасем. "Пурне те пĕлес килет" викторина та вĕсемшĕн интереслĕ иртрĕ. Кунта Н.Герасимовпа К.Белов пĕлĕвĕсемпе палăрчĕç.

Уявра палăрнисене, çĕнтерỹçĕсене аслă вожатăй Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.

Çакăн пек уявсем ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшаççĕ.

О.КОПТАШКИНА



"Каçал Ен"
08 апреля 2015
14:25
Поделиться
;