Комсомольский муниципальный округ

ОСАГО хăпарать

Апрелĕн 12-мĕшĕнчен автомобиль хуçисен ОСАГО-шăн 50 процент ытларах тỹлеме тивет. Унсăр пуçне регионти коэффициент та хăпарать.

Апрелĕн 12-мĕшĕнчен автогражданла никĕс тарифĕ 3432-4118 тенкĕпе танлашĕ. Паянхи кун вăл 2440-2574 тенкĕ. Предприятисемпе организацисен мотоциклĕсем, трак-торĕсем тата çăмăл автомобилĕсем валли тарифсене пĕчĕклетеççĕ, ыттисен пурин те тăкакланма тивет. Страхлав компанийĕсем хăйсемех "тариф коридорне" шута илсе страхлав суммине палăртĕç. Грузовиксемшĕн (16 тонна ытла) 32 процент ытларах тỹлемелле пулать.

Чăваш Енре регионти коэффициент апрелĕн 1-мĕшĕнчен ỹсни паллă. Хальлĕхе вăл мĕн чухлĕ ỹсни паллă мар - 25 процентран ытлашши пулмĕ. Пирĕн республикăсăр пуçне коэффициента Адыгея, Мурманск, Амур, Воронеж, Ульяновск, Курган, Челябинск обла-çĕсенче, Мари Элта, Камчатка крайĕнче тата Мордовире хăпартаççĕ.

Малтанласа регионти коэффициентсем çапларах улшăнмаллаччĕ: Шупашкарта 1,6-ран 2 таран ỹсмелле; Çĕнĕ Шупашкарта - 1,1-рен 1,4 таран; Канашра - 1-рен 1,3 таран; халăх пурăнакан ытти вырăнсенче - 0,8-тан 1 таран.

Вăтамран çăмăл автомобилĕн ОСАГО полисĕ Раççей çыннишĕн 41-60 процент хăпарать. Нихăш регионта та, территорири коэффициента шута илсе те, ОСАГО хакĕ 100 процентран иртме кирлĕ мар.



"Каçал Ен"
08 апреля 2015
14:26
Поделиться
;