Комсомольский муниципальный округ

Шăнкăрч йăви хатĕр

 Апрелĕн 1-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунĕ. Раççейре вĕсене пулăшасси 19-мĕш ĕмĕртенпех пырать. Ăна апрель уйăхĕнче уявлани те ахальтен мар, паллах. Çак вăхăтра кайăксем кăнтăртан вĕçсе килме тытăнаççĕ, вĕсене вара тивĕçлипех кĕтсе илмелле. Сăмахран, шăнкăрч йăвисем ăсталаса çаксан та питĕ лайăх.

Çак йĕркене Нĕркеç вăтам шкулĕнче çирĕп пăхăнаççĕ. Кайăксем вĕçсе килнĕ çĕре йăвасем хатĕр те. Анчах та хăш классем маттуртарах-ха? Çакна "Кайăксен çурчĕ" акци йĕркелесе палăртрăмăр. Тăваттăмĕшсемпе пиллĕкмĕшсем çĕнĕ йăвасем хатĕрленĕ, киввисене тасатса тирпейленĕ. Маттур! Малашне ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ. Кашни садра шăнкăрч йăви çакăнса тăтăр.

Е.ГЕРАСИМОВА,

Нĕркеç вăтам шкулĕн 11-мĕш класс вĕренекенĕ



"Каçал Ен"
08 апреля 2015
14:24
Поделиться
;