Комсомольский муниципальный округ

Техникăна тĕрĕсленĕ

Районта ял хуçалăх техникине тĕрĕслесси вăй илсех пырать. Графикпа килĕшỹллĕн ятарлă комисси апрелĕн 6-мĕшĕнче "Дружба" ЯХПКра пулнă. Патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инспекторĕ С.Н.Кокарев, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Ш.М.Зейнутдинов ĕçе тухма хатĕр тракторсене, прицепсене тата механизаторсен докуменчĕсене тĕрĕсленĕ. Паянхи куна хуçалăхра тĕрлĕ йышши 30 техника пур. Вĕсенчен 13 трактора тата 8 прицепа тĕрĕсленĕ. Çуракине тухма 12 трактор тата 6 прицеп хатĕр, ыттисем çинче тупса палăртнă кăлтăксене çитес кунсенче пĕтермелле, юсаса çитермелле.

"Çула тухмалли, ĕç тумалли техника яланах юсавлă пултăр. Унпа пĕрлех кашни транспорт хатĕрĕ çинче медицина аптечки, огнетушитель тата ОСАГО страховка полисĕ кирлине пурин те шута илмелле", - тенĕ пĕтĕмлетсе Сергей Кокарев.

Тĕрĕслев комиссийĕ çитес вăхăтра ытти хуçалăхсене те çитĕ, унти трактор-машинăна тĕрĕслĕ. Çуракине тухма ял хуçалăх предприятийĕсенчи пĕтĕм техника хатĕр пулмаллах.



"Каçал Ен"
08 апреля 2015
15:02
Поделиться
;