Комсомольский муниципальный округ

Ыррине уйăрма вĕрентер

Пурнăç ялан пĕр евĕрлĕ мар. Ăçта шурă, унта яланах хури те тупăнать, ырă çумне вара усал çыпăçасшăнах çỹрет. Чăваш халăхĕн ахальтен мар ĕнтĕ ырăпа усал çинчен каланă ваттисен сăмахĕ питĕ йышлă. Акă, илсе кăтартам-ха хăшне-пĕрне: "Ырă - чĕмсĕр, усал - сĕмсĕр", "Ырă ут та такăнать, ырă çын та йăнăшать", "Ырă куçне ан сурăр, усал куçне ан пăхăр", "Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт", "Усал алли хĕрхенме пĕлмест". Кашнинче - ĕмĕрсен ăс-хакăлĕ, пурнăç чăнлăхĕ, ăс вĕрентсе, асăрхаттарса калани. Паянхи куншăн уйрăмах актуаллă пек туйăнаççĕ çỹлерех асăннă каларăшсем, мĕншĕн тесен çамрăк ăрушăн çеç мар, вăтам çулхисемшĕн те хальхи пурнăçра тем тĕрлĕ илĕртмĕш, хыççăн кайма йыхăракан астармăш нумай.

Акă, иртнĕ çулхи сентябрьте Раççейре те, пирĕн республикăра та сарăлнă "спайс" та - усал тĕнче "çимĕçĕ". Ăна çынсен тăн-пуçне пăтратни, сывлăхне пĕтерни тата пин-пин пурнăç татăлни, çынсен куççулĕ çинче мул пухас шухăшлисем шутласа кăларнă. Наркăмăшпа ун чухне нумай çамрăк пурнăçпа сывпуллашрĕ. Халĕ те массăллă информаци хатĕрĕсем унта та кунта çакнашкал тĕслĕхсем пулсах тăнине пĕлтереççĕ. Çынсем çапла йышлăн вилни - питĕ пăшăрхантаракан, пурне те шухăша яракан пулăм.

Мĕн çитменрен çынсем усал йăлапа çыхланаççĕ, нихçан тỹрлетме çук йăнăш утăм туса хураççĕ? Саккунсем ĕçлемеççĕ-и, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çитмест-и, шкулти вĕрентỹ-воспитани майĕсене улăштармалла е вĕсене кăсăклантараканни урăх нимĕн те юлман? Пирĕн çĕршывра çамрăк ăрăва аталанма, сывлăхне çирĕплетме, тавракурăмне анлăлатма мĕнпур услови туса параççĕ-çке. Шкулсенче тем тĕрлĕ кружок ĕçлет, физкультурăпа спорт комплексĕсен алăкĕсем кунсерен уçă, пултаруллă çамрăксем çинчен те манмаççĕ. Чăнах та, вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракан, спортра, наука ĕçĕнче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвакан, бизнеса аталантаракан маттурсем çителĕклех. Анчах пурне те пĕр чустаран унаман çав, хăш-пĕрисем хăйсем хăш самантра шуçлак çул çине тăнине те ăнкарса ĕлкĕреймеççĕ пуль. Усал йăла вара пĕр çынран теприне хăвăрт сикет. Тарăн авăра пĕр лексен каялла кăмăл çирĕплĕхĕ вăйлисем тата йывăр самантра çывăх çыннисен пулăшăвне туйса тăракансем кăна тухаяççĕ. Апла пулсан, тĕпренчĕкĕмĕрсене мĕн пĕчĕкрен ырăпа усала уйăрма вĕрентмелле. Кирек мĕнле илĕртмĕш сĕнсен те вĕсем "çук!" теме пултарччăр. Паллах, вĕсене хамăрăн та ырă тĕслĕх кăна кăтартмалла, ывăл-хĕре ытларах тимлĕх уйăрмалла. Ыр ут хыççăн пин ут ĕçет теççĕ-çке.

Чăваш Ене наркăмăш çитнĕ пулсан, пирĕн районтан та пăрăнса иртмĕ. Эрешмен карта карнă пек, укçа чурисем кашни региона ярса илсе хăйсен усал таварне ытларах сарма тăрăшасси кашниншĕнех паллă. Упрасчĕ хамăрăн пуласлăха, юратуллă, килĕшỹллĕ, тĕрĕс-тĕкел çемьесенче ачасем хăйсене шанчăклă çунатсем айĕнче туйччăр.



"Каçал Ен"
11 апреля 2015
10:28
Поделиться
;