Комсомольский муниципальный округ

Уяв инкексĕр ирттĕр

Апрелĕн 12-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкуна уявлаççĕ. Çавна май районти чиркỹсенче службăсем иртеççĕ. Çак вăхăтра вара уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Вырăнти лару-тăрупа паллашас, профилактика калаçăвĕсем ирттерес тесе районти 31-мĕш пушар чаçĕн, чрезвычайлă лару-тăру, патшалăх пушар надзорĕн специалисчĕсем чиркỹсен настоятелĕсемпе тĕл пулчĕç.

Калаçу ирттернĕ май специалистсем чиркỹ ĕçченĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма чĕнсе каларĕç. Енчен те вут-кăвар тухас пулсассăн чи малтанах мĕн тумаллине, çынсене эвакуацилеме пĕлнине тĕрĕслесе практика занятийĕ те ирттерчĕç.

Мăнкунра инкек ан пултăр тесессĕн прихут çыннисен çак правилăсене çирĕп пăхăнмалла:

- хăвăрт çунакан япаласем çывăхĕнче çурта çунтарма юрамасть;

- çунакан çуртасене лартнă чухне асăрхануллă пулăр, вĕсене ỹкме ан парăр;

- пушар тухма пултарнине сиссен тỹрех чиркỹре дежурствăра тăракан пушар ĕçченне е 112 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле;

- "пушар" тесе кăшкăрнине илтсен сехĕрленсе ỹкмелле мар. Васкамасăр, чи малтан ваттисемпе ачасене пулăшса çуртран тухмалла.

Уяв пуриншĕн те хаваслă ирттĕр.

А.СОРОКИН,

районти пушар надзорĕн уйрăмĕн начальникĕ.



"Каçал Ен"
11 апреля 2015
10:30
Поделиться
;