Комсомольский муниципальный округ

Вăхăтра тĕрĕсленни хамăршăн

 Хĕрарăмсен онкологи чирĕсем хушшинче амалăх çулĕн сиенлĕ шыçă чирĕ (рак шейки матки) 15 процента яхăн йышăнать. Вилеслĕхпе илсен çак чир арлăх орган ракĕ тата эндометри ракĕ хыççăн виççĕмĕш вырăнта тăрать. Тĕнчипе илсен çуллен амалăх орган çулĕн ракĕпе 370000 чирлекене палăртаççĕ, 190000 хĕрарăм вилет. Вунă çул хушшинче чирлекенсен хисепĕ 57,6 процентран 51,3 процент таран чакнă. Ытларах çак чирпе 40-50 çулхи хĕрарăмсем чирлеççĕ. Юлашки çулсенче амалăх орган çулĕн сиенлĕ шыçă чирĕпе чирлекенсен шучĕ 29 çул тултарман çамрăк хĕрарăмсем хушшинче çичĕ процент ỹсрĕ. Çак чирпе ытларах чухне арлă-арăмлă хутшăнупа çул çитичченех пурăнма пуçланă, хутшăнакан арçынсене вĕçĕмсĕр ылмаштаракан, сыхланмалли мелсемпе усă курма пĕлмен, ытла çамрăкла ача çуратнă, час-час хырăм пăрахнă хĕрарăмсем чирлеççĕ. Çавăн пекех вăхăтра сиплемен амалăх орган çулĕн эрозийĕнчен, лейкоплаки тата дисплази чирĕсенчен вăй илет. Çак чир пуçламăш тапхăрта çынна канăçсăрлантармасть, вăраха кайсан çеç паллисем туйăнма пуçлаççĕ. Амалăх орган çулĕн сиенлĕ шыçă чирĕ хĕрарăмăн час-часах хырăм айĕ, пилĕк патĕнчен, вĕче шăмми ыратнипе, уйăх хушши умĕн тата хыççăн вăйланакан шĕвĕ таса мар юнлă тухнипе палăрса тăрать. Рак метастази (чир ỹтĕн çĕнĕ пайĕнче аталанма тытăнни) пуçлансан температура ỹсет, ал-ура шыçăнса тăрать, хырăмлăх тата арлăхпа шăк органĕсем йĕркесĕр ĕçлеççĕ.

Кашни çулах гинеколог патĕнче сывлăха тĕрĕслесе тăни амалăх органĕсен ракне маларах палăртса вăхăтра сиплеме пулăшĕ.

А.КОЗЛОВА,

акушер-гинеколог



"Каçал Ен"
11 апреля 2015
10:43
Поделиться
;