Комсомольский муниципальный округ

Ача садĕнче - сывлăх кунĕ

Чăваш Республикинче март уйăхĕн 20-мĕшĕпе апрелĕн 20-мĕшĕсенче "Салтак тỹми" уйăхлăх иртнĕ май Хирти Явăшри ача садĕнче те сывлăх кунĕ йĕркелерĕç. Элпуçри фельдшер пункчĕн медсестри Светлана Долгова, Роза Розова библиотекарь ачасемпе тĕрлĕ вăйăсем ирттерчĕç. Шăпăрлансем çулçỹрев вăййине хутшăнса тĕрлĕ станцисенче пулса курчĕç, сывлăх пирки нумай çĕннине пĕлчĕç. "Çирĕп сывлăхлă пулас тесессĕн мĕн тумалла?" ыйту çине туллин хуравларĕç, малашне спортпа туслашма шантарчĕç. Светлана Долгова "Сывлăха мĕнле упрамалла?" темăпа калаçу ирттерни те ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ. Çитĕнекен ăрăвăн çирĕп сывлăхлă пулмаллах. Çакна вара мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ỹстермелле.

Р.РОЗОВА,

библиотекарь



"Каçал Ен"
15 апреля 2015
09:30
Поделиться
;