Комсомольский муниципальный округ

Конкурса хутшăнăр

Çамрăксен пултарулăхне аталантарма, общественноçа суйлав ыйтăвĕсемпе ытларах паллаштарма, ăна анлăрах çутатма районта апрелĕн 10-мĕшĕнчен майăн 20-мĕшĕччен ача-пăча ỹкерчĕкĕсен "Выборы - это важно" конкурсĕ иртет. Районти вĕренỹ учрежденийĕсен вĕренекенĕсем тĕрлĕ номинацисенче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеме пултараççĕ. Çĕнтерỹçĕсене çулĕсене кура палăртаççĕ: 8-12 çулсенчисем, 13-17 çулхисем. Конкурса тăратнă ĕçсенче ята, хушамата, миçе çултине, ăçта вĕреннине, килти адреса, телефон номерне, электрон почта адресне палăртмалла. Ĕçсене А3, А4 форматлă хут çинче тата электрон мелпе те хатĕрлеме юрать. Ỹкерчĕксене май уйăхĕн 20-мĕшĕччен районти территориллĕ суйлав комиссине çак адреспа çитермелле: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, 47-мĕш пỹлĕм (3-мĕш хут). Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 5-12-91, 5-13-35.



"Каçал Ен"
15 апреля 2015
08:57
Поделиться
;