Комсомольский муниципальный округ

Лару-тăрупа паллашнă

Иртнĕ эрнере районта ĕçлĕ визитпа Чрезвычайлă лару-тăру тата гражданла оборона ĕçĕсен Чăваш Республикинчи Патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пулнă. Вăл районти Пĕрлехи диспетчер службин, 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, унти ĕçченсемпе тĕл пулнă, ыйтусене уçăмлатнă. Çавăн пекех район администрацийĕн специалисчĕсемпе тата ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе тĕл пулса канашлу ирттернĕ, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа тĕл пулнă май пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явнă. Сăмахран, вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче тата çынсем ытларах çỹрекен вырăнсенче вут-çулăм тухасран уйрăмах тимлĕ пулмалла. Çавна май ертỹçĕсен ку енĕпе ĕçлемелле, калаçусем ирттермелле, пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе усă курма вĕрентмелле.

Вениамин Петров республикăри лару-тăрупа та паллаштарнă. Паянхи куна Чăваш Енри çынсене çăлакан служба хăй умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлать.



"Каçал Ен"
15 апреля 2015
09:06
Поделиться
;