Комсомольский муниципальный округ

Пахалăхне кура - хакĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура çапла палăртса хăварнă "...Чăваш Ен Ял хуçалăх, Экономика аталанăвĕн министерствисем, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп. Çавăн пекех сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе тỹлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушатăп"...

Ял хуçалăх министерстви ку енĕпе сĕт пуçтаракан пысăк предприятисемпе ĕçлĕ канашлусем ирттернĕ, ветеринари тухтăрĕсене ăнлантарнă, республикăри районсенче сĕт пахалăхне тата унăн хакне ỹстерес тĕлĕшпе калаçусем йĕркеленĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ветеринари специалисчĕсем, сĕт пуçтаракансем хутшăннă. Çак ĕç малалла та пырать.

Акă, апрелĕн 14-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем Комсомольски районĕнче пулнă, лару-тăрупа паллашнă. Министр çумĕ Алексей Самаркин сĕт паракансемпе тата ăна пуçтаракансемпе тĕл пулнă. Сăмахран, "Урожай" колхозра сĕт пахалăхне кура хакне палăртассине 2-3 çул каяллах ĕçе кĕртнĕ. Колхоз председателĕ А.Ершов пĕлтернĕ тăрăх, чи кирли - сăвакан ĕнесен шутне сыхласа хăварма пултарни. Сĕт паракансене хавхалантарсах тăмалла, вĕсен продукцие сутма интерес пулмалла. "Урожайра" ял çыннисенчен пуçтаракан сĕт пахалăхне, унри çу хисепне тăтăшах тĕрĕслеççĕ. "Куллен 12-13 проба илсе тĕрĕслетпĕр. Кунне 7,2 тонна пуçтаратпăр, вĕсенчен 52 проценчĕ - уйрăм хуçалăхсенчен", - пĕлтернĕ хуçалăх лаборанчĕ.

Паянхи куна сĕтĕн 1 литрне 17-19 тенкĕпе туянаççĕ. "Иртнĕ уйăхра продукци пахалăхне шута илсе пĕр литршăн 19,41 тенкĕ тỹленĕ. Укçа-тенкĕпе яланах вăхăтра татăлатпăр", - пĕлтернĕ Алексей Никифорович. Ял тăрăхĕнче сăвакан ĕнесен шучĕ ỹснине палăртма кăмăллă. Ялта пурăнакансене выльăх-чĕрлĕх сахал мар тупăш кỹрет. Çакна сĕт паракансем те палăртнă, вĕсенчен чылайăшĕ 3-шер ĕне тытать.

Районта 22 сĕт-çу ферми. Сĕтрен продукци хатĕрлекенсем аталанаççĕ. Акă, сăмахран, март вĕçĕнче "Молцентр" предприятире сĕте пакетласа кăларма тытăннă. Вĕсем кунне 3-4 тонна сĕт йышăнаççĕ, 2-2,5 тоннине сутлăха яраççĕ. Малашне вара хăйма, турăх, чăкăт хатĕрлес ĕмĕт те пур.

Районта ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвне пурнăçлама тытăннă. Сĕт пуçтаракансемпе ăна сутакансем килĕшỹпе ĕçлеме пикенеççĕ. Кун пек ырă тĕслĕх Канашпа Йĕпреç районĕсенче те пур.



"Каçал Ен"
18 апреля 2015
11:34
Поделиться
;