Комсомольский муниципальный округ

Паттăр хуласем

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршыв умне калама çук пысăк хăрушлăх тухса тăнă, хаяр вăрçă пуçланнă. Совет халăхĕ пĕр çын пек кар тăрса паттăрлăх кăтартнă. Кăçал Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕ май, паттăр хуласем пирки тĕплĕнрех пĕлес килет. Миçе вĕсем? Мĕнле хуласем?

А.МАРКОВ.

1941 çулхи июньте Совет Союзĕ çине фашистла Германи тапăнсассăн пĕтĕм халăх Тăван çĕршыва хỹтĕлемешкĕн кар тăнă. Ял-хуласенче çĕрĕн кашни кварталĕшĕн, кашни шичĕшĕн хĕрỹ çапăçу иртнĕ. Уйрăмах палăрнă хуласене каярахпа "Паттăр хула" хисеплĕ ят панă, медальсемпе тата орденсемпе наградăланă.

Пĕрремĕш хут "паттăр хула" пĕлтерĕш 1945 çулхи майăн 1-мĕшĕнче тухнă, Аслă Главнокомандующи хушăвĕпе Ленинград, Севастополь, Одесса, Сталинград хулисене Аслă Çĕнтерĕве çывхартас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ тỹпе хывнăшăн палăртнă. 1965 çулта, Аслă Çĕнтерĕве 20 çул çитсен, çичĕ хулана - Киева, Мускава, Брестри Крепость-хулана, Ленинграда, Одессăна тата Севастополе, Волгограда - паттăр-хула ят панă. 1973 çулта Новороссийск, Керчь, 1974 çулта Минск, 1976 çулта Тула, 1985 çулта Смоленскпа Мурманск хулисем çак ята тивĕçнĕ. Асăннă кашни хуларах Аслă Отечественнăй вăрçă историйĕн манăçми страницисем çырăнса юлнă.

МУСКАВ. 1941 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче фашистсен генералĕсем Мускав çине тапăнма хушу кăларнă. Тапăнса кĕнине вĕсем "Тайфун" ят панă. Тайфун вăл - океанти пысăк аркату кỹрекен çил-тăвăл. Нимĕç çарĕсем вара çак çил-тăвăл пекех тапăнса Мускава çĕнсе илме ĕмĕтленнĕ. Çапăçу пуçланиччен нимĕç çарĕн танкĕсем - 1700, пирĕн - 990; самолечĕсем - 1390, пирĕн - 677; хĕç-пăшалпа минометсем 14000, пирĕн 7600 çеç пулнă. Анчах та мĕнле талпăнсан та фашистсем Мускав патнелле çурçĕртен те, кăнтăртан та, штурмпа илес тесен те çывăха пырайман. Çак çапăçусенче кашниех тенĕ пекех хăйĕн хыççăн манми мухтав хăварнă. Уйрăмах Панфилов генерал ертсе пыракан дивизи палăрнă. Вăл Мускава хỹтĕлесе пуçне хунă хыççăн та унăн ячĕ, паттăр ĕçĕсем манăçман. Пĕр çапăçура хастар панфиловецсем 28-ăн фашистсен çулне хупăрласа тытса тăнă. Вĕсем çав çапăçура 30 танка хирĕç "Т-37" ятлă танкпа Мускава каякан çула хỹтĕлеме пултарайнă. Йывăр самантра Клочков политрук салтаксен вăй-хăватне çĕклес тесе пурин асĕнче юлнă "Друзья, велика Россия, но отступать некуда. Позади Москва!" сăмахсене каланă.

Хĕрарăмсемпе çул çитмен ачасем те Мускава хỹтĕленĕ. 600 пине яхăн Мускав çынни бомбăсем айĕнче 400 километр çĕр чавнă, пралукран карта тунă, пỹрт тăрринче хурал тăнă, çунакан вырăнсене сỹнтернĕ, станок умĕнче тăрса хĕç-пăшал хатĕрленĕ. Салтаксен чун хавалне çĕклес шухăшпа 1941 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче ниме пăхмасăр Мускавра парад ирттернĕ. Хĕрлĕ площадь тăрăх артиллери, пехота, кавалери, танксем иртнĕ. Çав вăхăтра вĕсем Мускава çеç мар, пĕтĕм çĕршыва сыхлама халăха чĕнсе каланă. 1941 çулхи декабрĕн 5-6-мĕшĕнче контрнаступлени пуçласа нимĕçсене çапса аркатнă.

Мускав патĕнче нимĕçсене аркатни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Тăван çĕршывшăн хастар çапăçнăшăн, тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн, массăллă паттăрлăхшăн Мускав хулине "Паттăр-хула" хисеплĕ ятпа, Ленин орденĕпе, "Ылтăн çăлтăр" медальпе чысланă.

ЛЕНИНГРАД. Ленинградра пурăнакансен паттăрлăхĕпе çирĕплĕхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра палăрнă. 900 кун хушши вĕсем блокадăра пулса хулана хỹтĕлесе хăварнисĕр пуçне фронта та пысăк пулăшу пама май çитернĕ. Гитлер Нева юханшывĕ хĕрринче пурăнакан паттăр халăхлă хула ятне питĕ юратман. 1941 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче документсенче çакăн пек çырнă пулнă: "Фюрер Петербурга çĕр çинчен çухатма шут тытнă. Совет Союзне çĕнсе илсен çак хула кирлĕ пулмĕ те. Хулана блокадăна илсе, артиллеринчен персе, пĕр чарăнмасăр сывлăшран бомбăсем пăрахса Ленинграда пĕтерме хушнă". Çак варварла шухăшсене пурнăçа кĕртес тесе Гитлер командованийĕ Ленинград çине чи вăйлă 40 дивизи, 1000 яхăн танк, 1500 самолет янă. Нимĕçсемпе пĕрле Ленинград çине шурă финнсен çарĕ, фашистла Испанин "Голубая дивизия", Нидерланди, Голланди, Бельги, Норвеги çĕршывĕсенчи фашистсем çул тытнă. Совет çарне пулăшма Ленинградра халăх ополченийĕ йĕркеленнĕ. Блокада вăхăтĕнче Ленинград çине 150 пин снаряд, 102520 çунакан тата 4655 фугаслă авиабомба пăрахнă. 840 промышленноç предприятине ĕçрен кăларнă, 10 пин çурта аркатнă, 640 пин ытларах çын выçă вилнĕ. Хỹтĕлекен чикĕсем 900 километра тăсăлнă, 500 пин çын хỹтĕлекен сооруженисем тунă çĕре хутшăннă, 4 пин дотпа дзот тунă, хула урамĕсенче 35 километр тăршшĕллĕ баррикадăсем, танксене чаракан хỹмесем хăпартнă. Апат сахал пулнине пăхмасăр ĕçлекенсем 2 пин танк, 15001 самолет, пинĕ-пинĕпе тинĕсре тата уçă хирте çапăçмалли пăшалсем, 225 пин автомат, 12 пин миномет, 10 миллион снарядпа мина хатĕрленĕ. Хула блокадăра пулсан та 39 шкул ĕçлеме пăрахманни нимĕçсене тата та вăйлăрах тарăхтарнă. 1944 çулхи январьте Ленинград, Волхов, Прибалтика çарĕсем, Балтика, Ладожски, Онежски флочĕсем пĕрлешнипе блокадăна сирсе янă. Январĕн 12-мĕшĕнче 9 сехетре пурте кĕтнĕ "Искра" операци пуçланнă. Сывлăшран 14 дивизионăн миномечĕсем, Нева юханшывăн сылтăм çыранĕнчен 1900 хĕç-пăшалпа, Волхов енчен 2100 оруди килсе çапăçу пуçланнă. Тепĕр икĕ эрнерен çеç кĕске вăхăтра хывнă Шлиссельбург Поляны чугун çул тăрăх пĕрремĕш поездсем кайнă. Фашистсем Ленинграда штурмпа та, выçă лартса та çĕнсе илеймен.

1965 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Ленинграда "Паттăр-хула" хисеплĕ ятпа, Ленин орденĕпе, "Ылтăн çăлтăр" медальпе чысланă.

СТАЛИНГРАД. Совет Союзĕ хыççăнхи хутлăхра Сталинград çапăçăвĕ пирки пĕлмен çын çук та пулĕ. Нимĕçсем Сталинграда çĕнсе илсе, Атăл çинчи коммуникацисене татса Кавказри нефтьлĕ районсене ярса илесшĕн пулнă. Гитлер командованийĕ çак операцисене çăмăллăн ирттерсе Мускав çине çĕнĕрен тапăнса, 1942 çулта вăрçа пĕтерме шутланă. Донпа Атăл юханшывĕсен хушшинче историнчи чи пысăк çапăçу пуçланнă. Адольф Гитлер радиопа пĕтĕм тĕнчене "Сталин ячĕллĕ хулара вăрçăн юлашки çапăçăвĕ пулни шăпаллă пулĕ", - тесе каланă пулнă. Çак çапăçу 1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчен 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕччен, 200 талăк, тăсăлнă. Сталинград çапăçăвĕ тискерлĕхпе палăрса юлнă. Вăл 100 пин тăваткал метрта иртнĕ, кашни çар енчен 2 миллионран та нумайрах çын, 2 пине яхăн танк, 2 пин самолет, 26 пин тĕрлĕ оруди хутшăннă. Сталинград çумĕнче Совет çарĕ нимĕçсен икĕ, Румыни, Итали çарĕсене çапса аркатнă. Нимĕçсем çав çапăçура 800 пин салтак çухатнă. Нимĕçсен 330 пин ытла салтакĕ, офицерĕ, генералĕ тыткăна лекнĕ. Сталинград çапăçăвĕсене икĕ пая пайлаççĕ: хỹтĕлени - июлĕн 17-мĕшĕнчен 1942 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕччен, тапăнни (наступательный) - 1942 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнчен 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕччен. Çав çапăçура темиçе çĕр пин салтак хăйĕн паттăрлăхне, çар маçтăрлăхне кăтартнă. Сталинград хăюлăхăн, Совет Союзĕн çыннисен паттăрлăхĕн символĕ пулса тăнă. 1965 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Сталинграда "Паттăр-хула" хисеплĕ ятпа, Ленин орденĕпе, "Ылтăн çăлтăр" медальпе чысланă.

ТУЛА. Аслă Отечественăй вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенченех Тула хулин хĕç-пăшалсен тăваканĕсем "Пĕтĕмпех çĕнтерỹ валли, пĕтĕмпех фронта" чĕнỹпе ĕçленĕ. Хĕç-пăшал тăвакансем 1941 çулхи июльте фронта Токаревăн 88 пин, снайпер 7 пин винтовкине леçнĕ. Августра вара 100-шер пин винтовка хатĕрлесе фронта çитернĕ. Гитлерăн ĕмĕчесенче Тула хули Мускав çине тапăнмалли плацдарм пулмалла пулнă. Анчах та вăл совет халăхĕн никам та хуçма пултарайман кăмăлĕ, унăн паттăрлăхĕ, хастарлăхĕ пирки шутламан пулĕ. Тула патĕнче иртнĕ çапăçусем "Совет çынни пĕччен те çĕнтерме пултарать" сăмахсене çирĕплетнĕ. Тула хули Мускава каякан çул çинче çирĕп тăнă. Тула хỹтĕлевĕ фронт линийĕсене çирĕплетнĕ çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Тăшман йĕри-тавраран хĕснĕ пулсан та хула парăнман. Ăна хупăрласа илни 1,5 уйăха тăсăлнă. Халăх паттăр çапăçнисĕр пуçне заводсенче те ĕçленĕ. Çĕнĕ оборудование тыла куçарнă пулсан та, ĕçченсем кивĕ оборудованипе 89 танк, 100 ытла тĕрлĕ хĕç-пăшал, 529 пулемет, 200 яхăн машина юсанă. Унсăр пуçне фронта çав тери кирлĕ минометсене, гранатăсене, минăсене тỹрлетнĕ. Нимĕçсем Тула патĕнче 100 ытла танк çухатнă. Хула осадăра пулнă вăхăтра 1,1 пин çурт ишĕлнĕ, трамвай линийĕсене, канализацине, водопровода сиен кỹнĕ, 37 пин ытла колхоза çунтарса янă, 316 промышленноç предприятийĕ арканнă. Тула хули çак сиенсене чи кĕске вăхăтра юсама май çитернĕ. 1945 çул валли Тула промышленноçĕ йĕркеленсе çитнĕ. 1976 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче Тула хулине "Паттăр-хула" хисеплĕ ят, Ленин орденĕ, "Ылтăн çăлтăр" медаль панă.



"Каçал Ен"
22 апреля 2015
16:28
Поделиться
;