Комсомольский муниципальный округ

Асăрханăр!

"Greenpeace России" ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, кăçал çуркуннехи-çуллахи вăхăт 2002, 2010 çулсенчи пекех килсе тухас хăрушлăх пур. Ун чухне ялсемпе хуласем вăрман пушарĕсенчен сахал мар шар курчĕç. Çакна пĕтĕмпех чылай çĕрте вăрмансем ир çунма пуçланипе те çыхăнтараççĕ. Апла пулсассăн пушартан асăрханма, унпа кĕрешме тĕплĕн хатĕрленмелле, сыхă пулмалла. Чылай чухне вăрманта пушар çынсен тимсĕрлĕхне пула тухать. Çынсем юри типĕ курăка тивертсе яни, пирус туртни, пикник хыççăн кăвайта сỹнтерменни тата ытти те инкек патне илсе çитерет. Айăплă çынсене РФ Уголовлă Кодексĕн 261-мĕш статйипе килĕшỹллĕн явап тыттараççĕ. Сăмахран, вăрманти йывăçсене вут-çулăмпа пĕтернĕшĕн, сиенленĕшĕн 10 çул таран тĕрмене лартма тата 3 миллион тенкĕ штраф тỹлеттерме пултараççĕ.

Çавăнпа та асăрханулăх пирки манас марччĕ, вăрмана канма кайсан пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнăр. Пушар тухнине асăрхасан çийĕнчех 01, 112 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Р.ЗАЙНУЛЛИН,

районти шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
25 апреля 2015
12:35
Поделиться
;