Комсомольский муниципальный округ

Хисеплесчĕ тăван чĕлхене

Тăванăмсем, хаçат вулакансем! Шухăшăма малалла çырса кайиччен сирепаянхи чаплă уявпа - Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Чăваш чĕлхине эпир анне сĕчĕпе пĕрле ăша хывнă, ăна яланах чи хаклă тупра пек упрар. Ачасем те, мăнуксемпе вĕсен тĕпренчĕкĕсем те тăван халăх чĕлхине юратчăр, хисеплеччĕр, ăна пĕтме ан паччăр.

Юлашки вăхăтра чăвашлăх çинчен нумай калаçаççĕ, çыраççĕ. Хăш-пĕр ăсчахсем чăваш чĕлхи ялсенче кăна мар, хула урамĕсенче те час-часах илтĕнме пуçланине, чăвашсем вăтанмасăр хăйсен тăван чĕлхипе калаçнине палăртаççĕ. Çапах та çак шухăшпа пĕтĕмпех килĕшес килмест. Аслăраххисем чăвашлах пуплеççĕ пулин те, хăйсен тĕпренчĕкĕсене вĕсем темшĕн вырăсла калаçтарасшăн. Çакă юлашки çулсенче ялсенче те палăрма пуçларĕ. Ачаран вырăсла пĕлсе ỹсни питĕ аван паллах, ахальтен мар авалтанах "Икĕ чĕлхе - икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс" тенĕ. Çапах чăваш ачисем тăван чĕлхери сăмахсен пĕлтерĕшне те ăнланманни-пĕлменни чунтан пăшăрхантарать.

Хальхи шкул программинче тăван чĕлхе вĕрентме сахал вăхăт уйăрни те витĕмне витĕм кỹрет ĕнтĕ. Акă, районти вырăс (Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш вăтам, Александровка тĕп) шкулĕсенче чăваш чĕлхи урокĕсем эрнере икшер çеç пулаççĕ. Чăваш шкулĕсенче вара, ачасен ỹсĕмне кура, тĕрлĕрен: 5-мĕш класра - 6 сехет, 6, 7, 8-мĕшĕсенче - 4-шар, 9-мĕшĕнче - 3, 10-11-мĕш классенче вара - икшер сехет. Ытти предметсемпе пуринпе те вырăсла вĕрентнĕрен, атте-анне чĕлхишĕн ку питĕ сахал.

Пăшăрхантаракан тепĕр ыйту - шкул ачисем, çамрăксем чăвашла тĕрĕс çырма пĕлменни. Темиçе çул каялла çакăн пек чăрмав пуласса шутлама та пултарайман. Халĕ ачасем "ă", "ĕ" тăррисене темшĕн манса хăвараççĕ е кирлĕ мар çĕре лартса тухаççĕ, "ç" вырăнне час-часах "щ" йышăнать. Çакă редакцие килекен çырусенче те аван курăнать. Чăваш сăмахĕсене палламалла мар кукăртса-улăштарса пĕтерни те тĕл пулать. Ачасем пĕр-пĕрин хушшинче хутăшла калаçнипе, СМС-сем, Интернетри социаллă сайтсем урлă хутшăннипе те çыхăннă пулĕ çакă. Паллах, чăвашла кĕнеке сахал вулани те ура хуратех.

Мĕн пытармалли, аслисем те калаçура чăвашла-вырăсла сăмахсене хутăштарса калаçаççĕ. Тăван чĕлхепе таса, илемлĕ, тĕрĕс калаçакан сахал паян. Çапах та ку пулăм чăваш чĕлхи пачах манăçа тухасси патне илсе çитермессе шанас килет. Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет теççĕ-çке. Епле те пулин хамăрăн халăха, чĕлхене упраса хăварса чăваш ятпах пĕр ĕмĕртен теприне куçасчĕ.

Любовь ШУРЯШКИНА



"Каçал Ен"
25 апреля 2015
12:28
Поделиться
;