Комсомольский муниципальный округ

"Нарспин" иккĕмĕш кăларăмĕ пичетленнĕ

Чăваш кĕнеке издательстви "Литература палăкĕсем" ярăмпа "Нарспи" поэмăн хушса пуянлатнă иккĕмĕш кăларăмне кун çути кăтартнă. Ăна классикăмăр К.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. Пĕрремĕш кăларăма 2008 çулта пичетленĕ, вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăна пуçласа пичетленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

Кĕнекене филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Атнер Хусанкай хатĕрленĕ. Поэмăна кĕнекере чăвашла тата вырăсла пичетленĕ. "Силпи чăваш ялĕнче Нарспи ятлă хĕр ỹснине" чăваш ачи кăна мар, вырăсла калаçса-вуласа ỹсекенсем те пĕлеççĕ. Çакăнта Петр Хусанкай куçаруçăн вырăнне палăртмалла, мĕншĕн тесен хайлава шăпах вăл вырăсла куçарнă.

Çĕнетсе кăларнă "Нарспине" сăнỹкерчĕксемпе пуянлатнă. Ỹкерчĕксен авторĕсем - А.Митта тата Праски Витти. Вĕсемсĕр пуçне кĕнекере Н.Карачарсков, Ю.Зайцев, П.Сизов, М.Спиридонов, Н.Овчинников, Н.Сверчков, В.Агеев, Ф.Быков, В.Панин, Н.Енилин, В.Бритвин, Г.Фомиряков тата ытти художниксен ĕçĕсем вырăн тупнă.

Чăваш патшалăх ỹнер музейĕ тата К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ илемлетмелли материалсемпе пулăшнине Чăваш кĕнеке издательстви уйрăммăн палăртать.



"Каçал Ен"
25 апреля 2015
12:58
Поделиться
;