Комсомольский муниципальный округ

"Пирĕн республика. Тĕп тема"

Çак ятпа "Советская Чувашия" хаçат, "Чăваш Ен" ПТРК тата Чăваш Енĕн наци телерадиокомпанийĕ йĕркелесе пыракан çĕнĕ медиа проект старт илчĕ. Акан 21-мĕшĕнче очеркăн премьери сенкер экрансем çине тухрĕ те ĕнтĕ. Паян вулакансене эпир çак материалăн хаçат версийĕпе паллаштаратпăр. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт объекчĕсем тăрăх инспекци тĕрĕслевĕпе çỹрени тата спорт аталанăвĕн малашлăхĕ çинчен каласа кăтартать.

Спорт валли - миллиардсем

Шупашкар çине-çинех пысăк спорт ăмăртăвĕсем ирттермелли арена пулса тăчĕ, вăл Хусанта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада тата Сочири хĕллехи Олимп вăййисен эстафетисене йышăнчĕ. Иртнĕ çулхи октябрьте Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăннипе физкультурăпа спорта аталантарассипе ĕçлекен Канашăн ларăвне ирттерме ирĕк çĕнсе илчĕ.

Кунсăр пуçне Чăваш Ен рекордсемпе тата Олимп вăййисен, тĕнче, Европа первенствисен пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ паллă спортсменсемпе çеç мар, сывă пурнăç йĕркине суйласа илнĕ çынсен шучĕпе те мухтанма пултарать. Республикăн 2020 çулчченхи тапхăра йышăннă социаллă экономика аталанăвĕн Стратегийĕнче физкультурăпа спорт этем потенциалĕн тĕп факторĕ тата пурнăç пахалăхне ỹстерекен эффективлă хатĕр пулнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Указĕпе иртнĕ çултанпа республикăра уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунĕсем иртеççĕ. Сывлăхпа спорт кунĕсем пиншер çыншăн çемье уявĕ пулса тăчĕç.

Юлашки çулсенче республика нумай профильлĕ спорт сооруженийĕсене çĕклеме 5 миллиард тенкĕ тăкакланă. Строительство хăвăртлăхĕ чакмасть-ха, хăйне евĕрлĕхпе палăракан çĕнĕ объектсем хута каяççĕ.

Раççей Правительстви тата Спорт министерстви Чăваш Енри спорт отрасльне мĕншĕн пĕр шеллемесĕр укçа-тенкĕ хываççĕ? Хуравĕ паллă - мĕншĕн тесен республикăна тата ун ертỹлĕхне шанаççĕ, кунта кирек мĕнле задачăна та пурнăçа кĕртеççĕ, уйăрнă укçа-тенке çилпе вĕçтермеççĕ.

Кун пекки урăх çук

- Графика пăхăнатăр-и? - кăсăкланчĕ республика Пуçлăхĕ велоспорт-маунтинбайк енĕпе олимпиецсене хатĕрлекен регионти центрĕн строительство площадкине кĕнĕ май. Хуравĕ майлă пулчĕ.

Комплекс Шупашкарта, тĕп хула 500 çул тултарнă ятпа хывнă паркра, çĕкленет. Мускав проспектĕнчен ун контурĕ аван курăнать ĕнтĕ. Кунта 100х50 метрлă велодром, вырăн-вырăнпа 20 метр çỹллĕшлĕ çавра трасса, çавăн пекех нумай функциллĕ спорт залĕ, икĕ бассейн, медицинăпа сипленỹ центрĕ, ташăпа хореографи тата тренажер залĕсем, 48 вырăнлăх хăна çурчĕ пулĕç. Паллах, кризис ку объекта та укçа-тенкĕ енчен хĕсрĕ, анчах та алăсене усма кирлĕ мар.

"Кредитпа усă курмалла, объекта палăртнă срокра хута ямалла, - аса илтерчĕ строительсене Михаил Игнатьев. - Патшалăх тăкаксене саплаштарĕ".

Кунта вăй хуракансем вара республика Пуçлăхне строительство материалĕсене, илемлетмелли хатĕрсене йăлтах туяннине, стройматериалсен пĕр пайĕ Беларусьрен килнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьевпа Александр Лукашенко пĕрлешсе ĕçлесси пирки нумаях пулмасть алă пуснă килĕшỹ ку сферăра та ĕçлеме тытăнчĕ.

"Советская Чувашия" хаçат журналисчĕпе калаçнă май, республика Пуçлăхĕ маунтинбайк центрĕ çав тери хăйнеевĕрлĕ пулнине, кунашкалли Раççейре урăх çуккине палăртрĕ. Кунта çĕршывăн пĕрлештернĕ командин членĕсем, ют çĕршыв велосипедисчĕсем тренировкăсем ирттерĕç. Пирĕн Ирина Калентьеван вара, Пекинри Олимпиадăн бронза призерĕн, ку спорт центрĕнче хăнăху илнĕ хыççăн "ылтăн" илме мĕнпур шанăç пулĕ.

Харпăр хăйне ĕненмелле

Раççей кăçал çăмăл атлетикăн чи сумлă турнирĕсенчен пĕрне - Европăн команда чемпионатне ирттерме ирĕк çĕнсе илчĕ. Вăл июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта пулать. "Спорт королеви" пирки журналистсем республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен олимп резервĕсем вĕрентсе хатĕрлекен юсаса çĕнетнĕ спорт шкулĕн çăмăл атлетика манежĕнче калаçрĕç.

Малтан çамрăк спортсменсем епле тренировка ирттернине сăнарĕç. "Старт умĕн яланах харпăр хăйне: "Эп чи вăйли, чи хăюлли" тесе каламалла, - çỹллĕшне сикекенсене пил пачĕ Михаил Игнатьев. Кăтартăвĕсем те хăвăртах пулчĕç - темиçе çамрăк спортсмен çỹллĕ планкăна çăмăллăн парăнтарчĕ.

Михаил Игнатьев тĕнче класлă спорт мастерĕпе, йĕтре ывăтакан Оксана Гауспа ăшшăн калаçрĕ. "Европăра иртекен çăмăл атлетика чемпионатĕнче мĕнлерех ăмăртăпăр?" - кăсăкланса ыйтрĕ вăл тренертан.

"Тренировкăсем валли çакăн пек чаплă условисем пур чухне çĕнтерỹ çинчен кăна шухăшламалла, - терĕ Оксана. - Çитменнине, паллă ĕнтĕ, килте стенасем те пулăшаççĕ".

Манежпа кăмăллă пулнине Раççей чупуçи, Олимпиада чемпионĕ Юрий Борзаковский те палăртрĕ. Чи паха енĕсен шутне вăл чупу çулĕн пăрăнăçĕсенче хăвăртлăха чакармасăрах чупса иртме май пуррине кĕртрĕ.

Михаил Игнатьевшăн манеж - уйрăмах пысăк мăнаçлăх. Пилĕк çул каялла Чăваш Республикине ертсе пыма тытăнсан ăна çак манежа реконструкцилемелли çинчен чăвашсен çăмăл атлечĕсем пĕрре мар каланă. Халĕ вĕсен ĕмĕчĕ тулчĕ, кунта çулталăкĕпех тренировкăсем ирттерме пулать.

Фортуна вăйлисене юратать

Çăмăл атлетика манежĕпе пĕр тăрă айĕнче Чăваш Енри чи лайăх бассейн та вырнаçнă. Кунта пысăк ăмăртусем ирттерме май пур, çавăн пекех харпăр хăй сывлăхне çирĕплетме те. Михаил Игнатьев хывăнса тăхăнмалли, хуçалăх пỹлĕмĕсене кĕрсе курчĕ. Хăйĕн хушăвĕсене пурнăçланипе кăмăллă юлчĕ. Халĕ лифтпа инвалидсем те меллĕ çỹреме пултараççĕ.

Ксения Давыдова спорт мастерĕпе пĕрремĕш разрядлă спортсмен Иван Васильев, Михаил Игнатьев хăйсенчен мĕнлерех результатсем кĕтнине ыйтсан, тивĕçлĕ хурав пачĕç: "Олимп чемпионĕсем пуласшăн". Çак тĕллев патне ăнтăлса вĕсем пĕр тренировкăра сакăр километртан кая мар шывра ишеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тăрăшăвĕ тата спорт çине тăкакланă укçа-тенкĕ лайăх результатсем параççĕ. Медиксем каланă тăрăх, юлашки пилĕк çулта çул çитмен çамрăксем чирлесси чакнă. Пирус туртакансен, эрех-сăра ĕçекенсен шучĕ пĕчĕкленнĕ. Кунта ачасемпе çамрăксен самбо тата дзюдо шкулĕн, ачасене воспитани паракансен, тренировкăсем ирттерекенсен, пурнăç урокĕсене вĕрентекенсен тỹпи уйрăмах пысăк.

Михаил Игнатьев кĕрешỹçĕсен, вĕсен наставникĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать. Тĕнче класлă спорт мастерĕ Максим Иванов - çамрăксем хушшинче тĕнче тата Европа первенствисен çĕнтерỹçи. Эдера Лаврентьева спорт мастерĕ те тĕнче первенствин пьедесталĕн чи çỹллĕ пусми çине хăпарма тивĕçнĕ. Халĕ вăл Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче хĕрарăмсем хушшинче Европа Кубокĕшĕн кĕрешĕ.

Шкулăн ытти воспитанникĕсем апрель вĕçĕнче Раççейри шкул ачисен çуллахи Спартакиадин иккĕмĕш тапхăрĕн участникĕсене кĕтсе илме ха-тĕрленеççĕ. Шупашкар самбисчĕсем пĕтĕм тĕнчери "Çĕнтерỹ" турнира хутшăнĕç, вăл Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн Санкт-Петербургра пулать.

Паян самбо тата дзюдо шкулне 1500 хĕрпе каччă çỹрет. Ку цифрăна журналистсене республика Пуçлăхĕ хăй пĕлтерчĕ. Шкулăн ĕç-хĕлне çапла тĕплĕн пĕлсе тăни хисеплĕх çуратать. Тата пысăкрах хисеп - Чăваш Енре спорта аталантарассипе тунă çирĕп те курăмлă йышăнусемшĕн. ЧР Пуçлăхĕн Указĕпе хуласемпе районсенчи 52 физкультурăпа спорт комплексне муниципалитетсене панă. Çакнашкал реорганизаци ФСК-на çỹрекенсен шутне ỹстерме, управлени тăкакĕсене чакарма, тренерсен шалăвне хăпартма, чи кирли - çамрăк спортсменсем валли условисене лайăхлатма май пачĕ.

Лашапа - Олимпиадăна

Чăваш Енре физкультурăпа спорта 2020 çулччен аталантарас енĕпе йышăннă патшалăх программинче палăртнă вăхăт тĕлне республикăри халăхăн 40 процентне физкультурăпа спорта явăçтарма тĕллев лартнă. 2015 çул тĕлне республикăра пурăнакан 431 пин çын спортпа туслă.

Федераци бюджетĕнчен уйăрнă 156 миллион тенкĕпе Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн комплексĕн строительствин пĕрремĕш тапхăрне пурнăçланă. Лашасен икĕ витине, хуçалăх пỹлĕмĕсене, ăмăртса чупмалли тата хăнăхусем ирттермелли уйсене хута янă. Черетре - тăрăллă манеж, ипподром çĕклесси.

Ку объект - Чăваш Ен Пуçлăхĕн уйрăм тимлĕхĕнче, лашасене вăл ачаранах юратать. Çамрăк юланутçăсемпе калаçнă май, вăл ачалăхра ял ачисем лашасене хăйсене итлеччĕр тесе сахăр тата канфет çитерни пирки каласа кăтартрĕ. Йĕвене чăрмавсăр тăхăнтартакана вара ялта аслисем те, пикесем те ытларах хисепленĕ.

Михаил Васильевич халĕ сайра-хутра лаша çине ларать, анчах кунта чухне вăл чăтса тăраймарĕ, лаша утланса манеж тăрăх темиçе çаврăм чупрĕ.

Надежда Лазарева çамрăкăн, ытти воспитанниксен те 2020 çулта Токиори Олимпиадăна лексе ылтăн медальсене тивĕçес килет. Михаил Игнатьев çак ĕмĕт мухтавлă пулнине палăртрĕ, ăмăртакан элита лаша туянма майсем тупма шантарчĕ. Ачасемпе сывпуллашнă май, вĕсене çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕме ăнăçу сунчĕ. Паянхи куна Чăваш Енри 150 спортсмен Раççей командин йышĕнче ĕнтĕ. Çак цифра татах  ỹсĕ.

Пирĕн справка

Республикăра пĕтĕмпе 3800 ытла спорт сооруженийĕ ĕçлет, вăл шутра 11 стадион, 66 бассейн тата тăрăллă 3 пăр катокĕ. Кăçал çулла Шупашкарта Пăр керменĕ хута кайĕ, вăл пĕр харăсах 7,5 пин куракана йышăнма пултарĕ. Вăл "Олимпийский" стадионпа юнашар вырнаçнă. Мĕнпур строительство объектĕнче хальхи вăхăтри, экологи тĕлĕшĕнчен таса, энергие перекетлекен паха материалсемпе усă кураççĕ.



"Каçал Ен"
25 апреля 2015
12:40
Поделиться
;