Комсомольский муниципальный округ

Чăваш чĕлхи уявĕ иртрĕ

Иртнĕ кунсенче Хирти Мăнтăрти культура çуртне ял халăхĕ чăваш чĕлхи уявне тата тăван халăха çутта кăлараканĕн, чăваш çырулăхĕн никĕсне хываканĕн И.Я.Яковлевăн çуралнă кунне халалласа хатĕрленĕ литературăпа музыка композицине курма пуçтарăнчĕ.

Уяв çамрăксем хушшинче чун парахатарне, патриотлăх туйăмне аталантарас тĕллевпе иртрĕ. Куракансем зала кĕрсенех культура ĕçченĕсем илемлетнĕ сцена курăмлă, "И.Я.Яковлев - чăваш халăх улăпĕ" выставка вырăнлă тата кăсăклă пулнине палăртрĕç. Малтанах В.П.Данилова кĕскен тăван чĕлхе наци пуянлăхĕ пулнине, чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланнине, пирĕн ăна упрамаллине тата малалла аталантармаллине, чăваш ятне çỹле çĕклемеллине каласа хăварчĕ. Куракансем ачасем тăван чĕлхе çинчен пăхмасăр каланă сăввисене, шăрантарнă юррисене, илемлĕ кĕвĕллĕ ташшисене, А.Никитинан (Сухан) "Пĕчĕк хỹтĕлевçĕсем" интермедине тата А.Миллинан "Пĕр-пĕрне пулăшса" инсценировкине хапăлласах йышăнчĕç. Мария Каçалсем поэтесса "Чăваш чĕлхи" сăввине чуна витермелле вуларĕ.

Культура çурчĕн ертỹçи Валентина Данилова маларах чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ тата"Çăлкуç" ача садĕнче воспитательте ĕçлени ачасене культурăна явăçтарас ĕçре пысăк витĕм кỹрет.

Хирти Мăнтăрти культура çурчĕн ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем ирттерни вĕсен тăрăшулăхне, яваплăха туйса, хăйсен ĕçне юратса ĕçленине кăтартать. Вĕсем юрлас-ташлас пултарулăхпа çеç мар, анлă тавракурăмпа, алă ĕçĕнчи ăсталăхпа, тараватлăхпа, çын кăмăл-туйăмне ăнланса пулăшма тăрăшнипе палăрса тăраççĕ. Халăхпа ĕçлекенсен шăпах çакăн пек пулмалла та. Вĕсем малашне те культура ĕçĕнче хĕрỹлĕхпе, хавхаланупа чунĕсене парса ĕçлессе шанатпăр, ăнăçусем сунатпăр.

С.ЕФИМОВА



"Каçал Ен"
30 апреля 2015
11:51
Поделиться
;