Комсомольский муниципальный округ

Чăвашла эпир юрлатпăр

Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе апрелĕн 24-мĕшĕнче "Пучах" ача садĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта тĕрлĕ ушкăна çỹрекен пур ача та хутшăнчĕ. Пурте чăваш кĕписемпе, тĕрĕллĕ саппунсемпе, тутăрсемпе. Пĕчĕкскерсем ытарма çук илемлĕ. Акă вĕсем - çитĕнекен чăваш каччисемпе пикисем. Пĕчĕкскерсем чи малтанах пĕрремĕш чăваш букварь авторĕн Иван Яковлевăн пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, юрри-ташши те кăсăклă пулчĕ ачасемшĕн. Вĕсем хăйсем те уявра чăваш юррисене шăрантарчĕç, ташшисене ташларĕç, сăввисене каларĕç. Атте-анне чĕлхи мĕн тери хитре те илемлĕ пулнине, вăл янăравлăн илтĕннине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Ачасем "Тăван çĕршыв", "Митюк тухрĕ урама", "Самолет" юрăсене илемлĕ юрларĕç. Аслă ушкăнрисем "Сар каччă" вăййа кăтартса пачĕç. Шăпăрлансем "Хĕвел", "Ят пĕлмелле" вă-йăсене те хастар хутшăнчĕç. Вĕсем "Çарăк" юмахри рольсене те илемлĕ калăпларĕç. Ачасем тĕрлĕ инструментсемпе "Кай, кай Ивана" юрă кĕввине выляса кăтартрĕç.

Ачасем садике çỹренĕ май ушкăнра ытларах пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне вырăсла калаçаççĕ, вăйăсене те вырăс чĕлхипе йĕркелетпĕр. Апла пулсассăн та тăтăшах чăвашла занятисем иртеççĕ, унта вĕсем хаваспах хутшăнаççĕ. Тăван чĕлхене кашни ача пĕлмелле. Вĕсем уявра маттур та пултаруллă пулнинче, паллах, аслисен тỹпи те пур. В.Сенатова, Н.Сергеева, Л.Насретдинова воспитательсем пĕчĕкскерсене ăста юрлама, ташлама вĕрентнĕ.



"Каçал Ен"
30 апреля 2015
11:54
Поделиться
;