Комсомольский муниципальный округ

Суя документшăн явап тытмалла

Паянхи кун автомобиль - çынна чи кирлĕ транспортсенчен пĕри. Çавна май кашниех унпа çула тухать е çỹреме ĕмĕтленет. Автомашинăпа çỹрекене водитель удостоверенийĕ кирлĕ. Анчах та çакна кашниех шута илмест, руль умне удостоверенисĕр ларать. Тепри вара суя документпа та çула тухма хăрамасть. Сăмахран, Г. гражданин Интернет урлă водитель удостоверенине 30 пин тенкĕпе туяннă. Хатĕр документ 2014 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче килнĕ. Г. гражданин хăраса тăмасăрах суяскерпе пĕрре кăна мар çула тухнă. Акă, 2014 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче асăннă гражданина "Çĕрпỹ-Ульяновск" çулĕн 76-мĕш километрĕнче ГИБДД ĕçченĕ чарнă, документсене тĕрĕсленĕ. Шăпах вăл водитель удостоверенийĕ суя пулнине палăртнă. Çавна май Г. гражданина суя документ хатĕрлесе унпа усă курнăшăн РФ УК 1-мĕш пайĕн 327-мĕш статйине пăснă тесе шутлаççĕ. Уголовлă ĕçе суда ярса панă. Асăннă статьяпа килĕшỹллĕн Г-на 2 çула ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

М.ЕВДОКИМОВА,

районти шалти ĕçсен пайĕн аслă следователĕ.



"Каçал Ен"
30 апреля 2015
12:18
Поделиться
;