Комсомольский муниципальный округ

Паттăр салтаксем асрах

Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнĕ май шкул ачисем хушшинче тĕрлĕ конкурссем иртрĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул ачисем тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнса Сталинград, Ленинград, Кавказ патĕнчи çапăçусене хутшăннă пирĕн ентешсен паттăрлăхĕ çинчен тĕпчесе пĕлчĕç. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 11-мĕш класс пĕтернĕ Алексей Белков, 9-мĕш класра вĕренекен Ангелина Ванюшкина хăйсен ĕçĕсенче Хырай Ĕнел ялĕнчи виçĕ салтакăн вăрçă çулĕсене тишкерчĕç. Вĕсем: Федор Максимович Воробьев, Василий Архипович Квасов, Александр Артемьевич Зайцев. Виççĕшĕ те вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех Тăван çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ тăшмана хирĕç тăнă, яла çĕнтерỹпе таврăннă, мирлĕ пурнăçра сăпайлăхпа палăрнă. Пире таса тỹпе парнеленĕ паттăрсен ячĕсене çамрăк ăрăвăн пĕлмеллех.

Федор Максимович Воробьев 1939 çулхи апрельте çара кайнă. Служба пуçламăшĕнче Ленинград çар округĕнче Финлянди чиккинче пулнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра вăл Керчь хулинче службăра тăнă. Хулашăн çапăçу питĕ çивĕч пынă пулсан та Совет çарĕн Новороссийск хулине çитиччен чакма тивнĕ. Çак çапăçусенче пулас паттăр икĕ хутчен аманнă, çичĕ уйăх госпитальте сипленнĕ. Унтан вара минометчике вĕренсе тухнă. Çурçĕр Кавказ фрончĕн гварди стрелоксен 7-мĕш бригадин минометчикĕ Федор Воробьев 14 уйăх (1942 çулхи июльтен 1943 çулхи сентябрьччен) Кавказа хỹтĕленĕ. Кунта паттăрлăх кăтартнăшăн "За оборону Кавказа" медаль илме тивĕçлĕ пулнă.

Малаллахи вăрçă çулĕ 110-мĕш стрелоксен дивизийĕнче тăсăлнă. Ку дивизи вара Хирти фронта кĕнĕ. 1943 çултан Совет çарĕ наступлени пуçланă, фашистсенчен хамăр хуласене хăтарма тытăннă. Сентябрь вĕçĕнче дивизи умĕнчи тĕп тĕллев Днепр урлă каçасси пулнă. Ку задание тивĕçлĕ пурнăçлани Украина çĕрне тăшмансенчен хăтарма май панă. Кировоград облаçĕнчи Куцеволха ялне фашистсенчен тасатнă чухне хăюлăх кăтартнăшăн иккĕмĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне илме тивĕç пулнă. Анчах та Знаменка хулине ирĕке кăларнă вăхăтра тепре аманнă, икĕ эрне сипленнĕ хыççăн татах фронта кайнă.

Хирти фронт ятне 1943 çулхи октябрь уйăхĕнче улăштарсан вăл Украина иккĕмĕш фрончĕ пулса тăнă. Федор Максимович, çак фронтăн салтакĕ, Румыни чиккине çитнĕ, Яссо-Кишинев çар операцине хутшăннă. Совет çарĕ Молдавие ирĕке кăларнă. Çапăçусенче пысăк паттăрлăх кăтартнăшăн пирĕн ентеше виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă, аслă сержант званийĕ панă, миномет расчечĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Каярахпа Ф.Воробьев минометчиксен взвочĕн командирĕн пулăшаканĕ пулса тăнă. Малалла вăл Румыние, Венгрие ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă.

Прагăри стратеги операцийĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Хĕрлĕ Çарăн юлашки операцийĕ шутланать. 1945 çулхи май уйăхĕнче Федор Максимович Прага таврашĕнче пулнă. Çĕнтерỹ кунне вăл хăйĕн гвардеец минометчикĕсемпе Чехословакире кĕтсе илнĕ. Çапăçусенче палăрнăшăн 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Федор Максимович Украина фрончĕн полкĕ йышĕнче Хĕрлĕ площадьре Çĕнтерỹ парадне хутшăнма тивĕçнĕ. Парад хыççăн унăн чаçĕ Инçет Хĕвелтухăçне куçнă, август уйăхĕнче Япони вăрçине хутшăннă. Кунта вăл паттăрлăхпа палăрса "За победу над Японией" медале, 2-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне илме тивĕçлĕ пулнă. Паттăр киле 1946 çулхи май уйăхĕнче çеç таврăнайнă. 1985 çулта Аслă Çĕнтерĕве 40 çул çитнĕ ятпа ăна 1-мĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе чысланă. Федор Максимович Воробьев 2011 çулта çĕре кĕнĕ. Вилнĕ хыççăн та паттăр ячĕ янăрама пăрахмасть, ăна ял-йыш ас тăвать, хисеплет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн, ял хуçалăхĕнче нумай çул хастар ĕçленĕшĕн, Хырай Ĕнел ялĕн сумĕпе хисепне çỹле çĕкленĕшĕн 2012 çулта Ф.М.Воробьева "Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят панă.

Василий Архипович Квасов та 1939 çулта çара кайнă, авиаци полкĕнче службăра тăнă, моторист специальноçне алла илсен истребительсен 92-мĕш авиаци полкне службăна лекнĕ. Çак полк Хĕвеланăç Украинăри Тернополь хулинче вырнаçнă. Вăрçă пуçланнă кун, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, Василий Архипович шăп кăна 25 çул тултарнă. Тỹперен тăшман самолечĕсем бомба тăкма пуçлани кĕтменлĕх пулнă. Полк чакса пырса Воронежа çитнĕ. Ун хыççăн вăл ИЛ-2 самолетсене юсакансен курсне пĕтернĕ те авиаци механикĕн должноçне, аслă сержант званине çитнĕ. 1942 çулхи августăн 18-мĕшĕнче полк Сталинград фронтĕнче Котельниково патĕнчи нимĕçсен ушкăнне аркатнă çĕрте пысăк паттăрлăх кăтартнă. Кунта пирĕн ентешĕн тỹпи те пулнă, çавăнпа ăна "За оборону Сталинграда" медальпе наградăланă. Ун хыççăн Кавказа хỹтĕленĕ, унта та "За оборону Кавказа" медале тивĕçнĕ. Малалла вара 618-мĕш авиаци полкĕ пĕрремĕш Белорусси фрончĕн йышне кĕнĕ. Белоруссине, Польшăна ирĕке кăларнă, Берлина çитнĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр самолетсене юсанă, çапăçăва хатĕрленĕ. "За взятие Берлина" медаль, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕçнĕ.

Василий Архипович 1946 çулхи март уйăхĕнче килне таврăннă. Вăрçă хыççăн та ĕçре палăрнăшăн медальсемпе орденсене тивĕçнĕ. 2013 çулта Василий Архипович çĕре кĕчĕ.

Александр Артемьевич Зайцева 1940 çулта Тинĕс-Çар флотне службăна илнĕ. А.Г.Железняк ячĕллĕ электромеханика шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Балти тинĕсĕнчи Хĕрлĕ Ялавлă "Максим Горький" крейсер çине службăна лекнĕ. Вăрçă пуçланнă кун крейсер тинĕсре заданире пулнă. Александр Артемьевич Балти тинĕсĕнче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Вăл иккĕмĕш степеньлĕ старшина, отдел командирĕ, унсăр пуçне шыв айĕнче ишекен çăмăл водолаз пулнă. Крейсер уçă тинĕсре артиллери снарячĕсемпе тăшман карапĕсене, торпеда катерĕсене пенĕ, çар базисене сыхланă, пирĕн çарсене пулăшнă. Нимĕç фашисчĕсем Ленинграда блокадăна илсен Балти флочĕ ăна питĕ вăйлă хỹтĕленĕ. Нимĕçсем крейсера сывлăшран пĕтересшĕн пулнă, самолетсемпе ушкăнпа вĕçе-вĕçе килсе тапăннă. Моряксем темиçе хутчен те тăшман самолечĕсене персе антарнă. Шел пулин те, тăшмана хирĕç кĕрешсе пирĕн моряксем те нумайăшĕ Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă. Александр Артемьевич нумай çар операцине хутшăннă, паттăр та хăюллă пулнăшăн орденпа медальсем, Тав хучĕсем илме тивĕçнĕ.

Александр Артемьевич Тинĕс-Çар службинче 1947 çулчченех тăнă, çав çулхи апрельте тăван тăрăха таврăннă. Ялта "Искра" колхозра парторганизаци секретарĕ, ревком председателĕ, ял Совет председателĕн çумĕ, художник пулса ĕçленĕ.

Унăн мăшăрĕ - Клавдия Павловна Можаева, Хирти Мăнтăр ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1942-1945 çулсенче фронтра связист пулнă. Аманнă хыççăн киле таврăннă, Хырай Ĕнелте медсестрара ĕçленĕ. Александр Артемьевичпа пĕрле 8 ача çуратса ỹстернĕ.

Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннă виçĕ салтакăн - виçĕ шăпа. Вĕсем чăнах та çĕршывăн тивĕçлĕ ывăлĕсем. Çавăн пек паттăрсем туптанă та ĕнтĕ Аслă Çĕнтерĕве. Хăйсем халĕ çук пулсан та, вĕсен паттăрлăхĕ, ячĕсем кашнин чĕринче упранĕç.

А.БЕЛКОВ,

А.ВАНЮШКИНА



"Каçал Ен"
06 мая 2015
08:53
Поделиться
;