Комсомольский муниципальный округ

"Астăвăм эстафети" авточупав районта пулчĕ

Мускаври автоçул институчĕ Аслă Çĕнтерĕве 70 çул тата МАДИ Атăлçи филиалне уçнăранпа 15 çул çитнĕ ятпа апрелĕн 27-мĕшĕнче "Астăвăм эстафети" авточупав пуçарса янă. "Çĕнтерĕве 70 çул" символикăпа, институт логотипĕсемпе тата ялавĕсемпе илемлетнĕ 10 машинăпа пĕр микроавтобус Чăваш Ен тăрăх нумай куна тăсăлакан тура тухнă. Акци иртнĕ май ветерансемпе, тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулса вĕсен хаяр вăрçăпа çыхăннă асаилĕвĕсене "Астăвăм кĕнекине" яланлăха çырса хăвараççĕ. Унсăр пуçне авточупава хутшăнакансем çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма агитацилеççĕ, хăйсем хатĕрленĕ буклетсене валеçеççĕ.

Апрелĕн 30-мĕшĕнче МАДИ студенчĕсем институт директорĕн çумĕпе Виталий Михайловпа пирĕн района та çитрĕç. Комсомольскинчи Мухтав монуменчĕ умĕнче студентсене район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, унăн çумĕ И.Х.Миннетуллин, вăрçă участникĕсем Р.П.Моисеев, В.Г.Скворцов, Л.Т.Титова, çар ветеранĕ Н.А.Хайруллов, ветерансен совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем тата ял çыннисем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Авточупава хутшăнакансем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев Мухтав монуменчĕ умне чечек çыххисем хучĕç, вăрçă ветеранĕсене пирĕн ырă пуласлăхшăн кĕрешнĕшĕн тав турĕç, çапăçу хирĕсенче выртса юлнă çĕршыв сыхлавçисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Студентсем вăрçă ветеранĕсемпе ларса калаçрĕç, вĕсен асаилĕвĕсене "Астăвăм кĕнекине" яланлăха çырса хăварчĕç. Авточупава хутшăнакансем кашни ветерана асăнмалăх парнесем пачĕç.

Юлашкинчен Аслă Çĕнтерĕвĕн символикисемпе илемлетнĕ машинăсем райцентрта çаврăнса хăйсен сумлă ĕçне малалла тăсма ытти районсене çул тытрĕç.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
06 мая 2015
09:01
Поделиться
;