Комсомольский муниципальный округ

Саламлани савăнтарать

Аслă Çĕнтерỹ юбилейĕ кунран кун çывхарать. Кăçалхи уяв уйрăмах сумлă пулнăран нумай мероприяти иртет. Юбилей ячĕпе унта та кунта тĕрлĕ акци йĕркелеççĕ, тĕлпулусем ирттереççĕ. Вăрçă ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен ячĕпе салам çырăвĕсем килме те пуçланă ĕнтĕ. Чылайăшĕ вара вырăна çитсе саламлама васкать. Çак кунсенче Комсомольски ялĕнче пурăнакан Ревокат Прохорович Моисеев та сумлă хăнасене кĕтсе илчĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранне РФ Наци банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн представителĕсем Галина Коротковăпа Мария Куликова Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕ ятпа саламларĕç, уйрăм ертỹçин Александр Логвиновăн салам открыткипе тата парнепе чысларĕç.

- Ревокат Прохорович, Эсир пире мирлĕ пурнăç парнелессишĕн тăшманпа çапăçăва кĕнĕ. Малашне те çирĕп сывлăхпа пурăнăр, - терĕ саламласа Галина Васильевна.

Нумай çул Патшалăх банкĕн тытăмĕнче тăрăшнă Ревокат Прохорович хăйне манманшăн, уяв ячĕпе саламланăшăн чĕререн тав турĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранне парне пани мар, хисепĕ паха.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
06 мая 2015
08:56
Поделиться
;