Комсомольский муниципальный округ

Хĕн-хурлă ачалăх

Вăрçă пуçланнă чухне Ларионов Коля тете вунна кайнă ача пулнă, Чĕкеç аппа (хут çинчи ячĕ Анастасия) - вун иккĕре. Вăрçă вăхăтне паянхи кун та манса каяймаççĕ. Акă мĕн аса илсе каласа пачĕ пурнăçĕнче сахал мар асап курнă мăшăр,

- Крахмал пуçтарма çỹреттĕмĕр, çăпата кантри татăла-татăла каятчĕ. Канмалли кунсенче колхоз ĕçне тухаттăмăр: çурлапа тырă выраттăмăр, кĕлте тавăраттăмăр. Васкавлăрах ĕçсем пулсан шкула каймасăр ĕçлеме тухнисем те пулнă. Лаша çитменнипе кĕлтесене алăпа йăтаттăмăр. Капан çỹллĕш юр хỹсе каятчĕ. Юра хырса тасататтăмăр та тăпачăпа тырă çапаттăмăр. Пĕрре Хирти Мăнтăр ялне вика вăрлăхĕ туртма кайрăмăр. Çуркунне… Çул начар… Çĕнĕ Шăхрана çĕр каçма кĕтĕмĕр. Кил хуçи çĕрулми пĕçерчĕ, çăкăр касса хучĕ, улми шултăраччĕ. Пĕрле кĕнĕ ачасем апата курман пек çиме пуçланипе эпĕ аванмарлантăм, пĕр çĕр улмине çырткаларăм та çывăртăм, - аса илет Чĕкеç аппа. - Акмалли вăрлăха Тукайран хĕлле çунапа, çул пур чухне метекпе туртаттăмăр. Элпуç ялĕ патĕнчи çĕре (кайран ăна Элпуçсенех пачĕç) ака тума кайрăмăр. Пĕр эрне сивĕ çырмара çывăрса пурăнтăмăр. Апат илсе пырса çитеретчĕç. Вăл пурне те çитместчĕ. Вăйлă çумăр çуса ярсан тин яла таврăнтăмăр.

Ыйткалакан нумай пулнă вăл вăхăтра . Пĕр-ик улма парса яраттăмăр. Вăкăрпа сухаланă, сỹреленĕ. Выльăх апачĕ çитменнипе лупас тăрринчи улăма сỹсе çитереттĕмĕр. Тырă вырма кайсан ăна шĕкĕлчесе килсе алă арманĕпе авăртса пăтă пĕçернĕ. Сĕлĕ, ыраш, пăри тĕшши çинĕ. Хутма вут çитменнипе вите пĕренисене татса çунтараттăмăр.

- Пилĕк класс пĕтерсенех колхозра ĕçленĕ, - малалла тăсать Коля тете. - Вăрман касма каяттăмăр. Лашасене те, хамăра та кăрчанкă еретчĕ. Эмелленме медпункта чупаттăмăр. Вăл вăхăтра шкулта çичĕ класс таран вĕрентетчĕç. Тепĕр икĕ класне вара каçсерен çỹресе вĕренсе пĕтертĕмĕр.

ИННА ЕРМОЛАЕВА,

7-мĕш класс



"Каçал Ен"
08 мая 2015
11:51
Поделиться
;