Комсомольский муниципальный округ

Асанкассинче «Геройсене – ӗмӗрлӗх мухтав!» палӑк уҫӑлнӑ

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене халалласа «Геройсене – ӗмӗрлӗх мухтав!» палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех унта тӗрлӗ тӳре-шара, ял халӑхӗ, тыл ӗҫченӗсемпе ветерансем, вӑрҫӑ ачисем пулнӑ.

Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев палӑка пурте кар тӑрса хӑпартнине палӑртнӑ. Ку шухӑш Асанкассинчи Клим Салаевӑн ҫуралнӑ-мӗн. Проекта вара Каҫал тӑрӑхӗнчен тухнӑ ҫын, ЧР тава тивӗҫлӗ архитекторӗ Сергей Лукиянов хатӗрленӗ.

Михаил Игнатьев ку палӑка уҫни паллӑ пулӑм пулнине палӑртнӑ. Палӑк проекчӗн авторӗ Сергей Лукиянов ӑна ку ӗҫре Расул Гамзатовӑн «Журавли» юрри хавхалантарнине пӗлтернӗ.



"Хыпар"
12 мая 2015
13:59
Поделиться
;