Комсомольский муниципальный округ

Майăн 20-мĕшĕ - Пĕрлехи информаци кунĕ

Юнкун иртекен Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн "Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ĕç-хĕлĕ" отчечĕ; 2015 çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем; çуллахи каникулта Чăваш Енри çамрăксен сиплевне, канăвне усăллă йĕркелесси тата ачасене ĕçе явăçтарасси. Çавăн пекех информаци кунĕнче республикăри управляющи организацийĕсене лицензиленин пĕтĕмлетĕвĕсене тата çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассине, асăрхануллă пулмаллине сỹтсе явĕç.

Пирĕн района Информкуна ирттерме ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ П.С.Краснов ушкăнĕ килет. Йышра ЧР финанс министрĕн çумĕ В.Н.Иванов, "Слава" картофелю" ООО директорсен совечĕн председателĕ А.П. Капитонов, "Хыпар" ИÇ директорĕ - тĕп редакторĕ В.В.Туркай тата ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Т.И.Михайлова пулĕç.

Информаци ушкăнĕсем районти ял тăрăхĕсене çитеççĕ, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ. Çав кунах специалистсем районта пурăнакансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.



"Каçал Ен"
16 мая 2015
15:57
Поделиться
;