Комсомольский муниципальный округ

РФ Патшалăх Думинче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ

Майăн 13-15-мĕшĕсенче Мускавра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ, республика çитĕнĕвĕсемпе çыхăннă курав ĕçленĕ. Курава уçиччен чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш çумĕпе, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕпе Александр Жуковпа тĕл пулнă. Сумлă ĕçтеше, Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерне республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарнă. Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Европа чемпионатне еплерех хатĕрленсе пыни çинчен каласа кăтартнă. Александр Жуков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Раççейри спортпа туслă чи вăйлă регион ятне çĕнсе илнине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Курава уçнă вăхăтра, пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Александр Жуков Чăваш Республики нимĕнле кризиса пăхмасăрах пĕр тан лайăх аталанса пынине, экономика тĕлĕшĕнчен лару-тăру та аван пулнине палăртнă.

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре пурăнма питĕ лайăх пулнине, уява пухăннисене региона килсе курма чĕнсе каланă. Куравра тĕнчипех паллă политиксем пулнă. Владимир Жириновский, Иосиф Кобзон, Алена Аршинова регион пултаруллă, ĕçчен, ăшпиллĕ, тарават халăхпа уйрăлса тăнине каланă. Хăнасене Федераци Канашĕн Халăхсем хушшинчи çыхăнăва тытса пыракан комитечĕн Председателĕ Константин Косачев тата РФ Патшалăх Думинче Экономика енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков та саламланă.

Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен презентаци йĕркеленĕ, ăна "Единая Россия" партин ертỹçи Владимир Васильев уçнă. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхне хăйпе пĕрле сумлă делегаци Мускава илсе килнишĕн тав сăмахĕ каланă. Тĕлпулура пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсем пирки канашланă. Уяв пурин кăмăлне те çĕкленĕ. Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртнă. Пухăннисем умĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов та тухса калаçнă. Депутатсен ĕçĕ-хĕлĕпе республика аталанăвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн Михаил Игнатьев, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, çакăн пек пысăк та чаплă мероприятисене йĕркелесе ирттерни регионшăн пысăк витĕм кỹнине, инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерме май панине каланă. "Пирĕн хамăрăн çитĕнỹсем пирки каласа пама вăтанмалла мар. Кам та кам пирĕн тăрăхра пулса курнă, вĕсем ĕмĕрех Чăваш Республикине ырăпа çеç аса илсе пурăнаççĕ. Ман шутпа, ку чи кирли", - тесе хăй шухăшне витĕмлĕн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

ЧР влаç органĕсен официаллă порталĕнчен.



"Каçал Ен"
16 мая 2015
15:54
Поделиться
;