Комсомольский муниципальный округ

Фермерсене - грант

Чăваш Енре ĕç пуçлакан фермерсен тата выльăх-чĕрлĕх çемье фермисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса 186 заявка тăратнă, 166 бизнес-плана пăхса тухнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе ĕçе пуçăнакан районти икĕ фермер - Андриян Козин тата Николай Биктимиров, Григорий Прокопьевăн фермер хуçалăхĕ выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарма кỹрекен патшалăх гранчĕсене тивĕçнĕ.

2015 çулта республика бюджетĕнчен çамрăк фермерсене хавхалантарма 1 миллион та 6,8 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă, федераци бюджетĕнчен 19 миллион та 129 пин тенкĕ уйăраççĕ. Фермер хуçалăхĕсене аталантарма республика бюджетĕнчен - 609 пин тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 11 миллион та 571 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.



"Каçал Ен"
20 мая 2015
11:38
Поделиться
;