Комсомольский муниципальный округ

Спартакиадăна хатĕрленсе

Майăн 29-мĕшĕнче районти "Кĕтне" ФСК стадионĕнче аслă ăрури спорт ветеранĕсен Чăваш Республикинчи "Спортивное долголетие" III Спартакиади иртет.

Ăмăртăва хатĕрленес тĕллевпе майăн 23-мĕшĕнче, шăматкун, 10 сехетре "Кĕтне" ФСК-ра çăмăл атлетикăпа тата шывра ишессипе ăмăрту иртет. Унта 60 çултан иртнĕ арçынсем тата 55-рен иртнĕ хĕрарăмсем хутшăнма пултараççĕ. Арçынсем 400 метра, хĕрарăмсем 200 метра чупса тупăшĕç, шывра пурин те 50 метрлă дистанцие парăнтармалла. Çавăн пекех аслă ăру çыннисем шахматла, сĕтел çи теннисла выляса тупăшĕç. Ăмăртăва пурте хастар хутшăнасса шанатăп.



"Каçал Ен"
20 мая 2015
11:39
Поделиться
;