Комсомольский муниципальный округ

Тимлĕ пул!

Çуркуннепе çулла çурт умĕнчен, подъездран тата ытти вырăнтан велосипедсене час-часах вăрлаççĕ.

Тĕслĕхрен, 2014 çулта республикăра 182 велосипед вăрланине регистрациленĕ, 72 уголовлă ĕçпе явап тыттарнă, 109 уголовлă ĕçе пăрахăçланă.

Кăçалхи 4 уйăхра республикăра 28 велосипед вăрланине регистрациленĕ (пĕлтĕр - 26), 13 уголовлă ĕç пуçарнă. Ытларах Шупашкар хулинче саккуна пăсаççĕ. Преступленисене тишкернĕ хыççăн çакă паллă - велосипедсене ытларах кăнтăрла тата каçпа вăрлаççĕ, спорт тата ачасен велосипечĕсене куç хываççĕ. 14-25 çулхи граждансем, ĕçсĕррисем, шкул ачисем, студентсем велосипедсене йăкăртаççĕ. Нумай чухне хуçасем те айăплă. Вĕсем велосипеда ятарлă вырăнта упрамаççĕ. Çавна май çынсене асăрхануллă пулма хăнăхтарас, профилактика ĕçĕсене пурнăçлас тĕллевпе майăн 6-25-мĕшĕсенче районта "Велосипед" профилактика мероприятийĕ иртет.

С.ПРОХОРОВ



"Каçал Ен"
20 мая 2015
11:45
Поделиться
;