Комсомольский муниципальный округ

Ветерана саламланă

Ирсĕр фашистсене парăнтарнăранпа кунпа çĕр ылмашăнсах 70 çул хыçа юлчĕ. Апла пулин те вăрçă хаяр кунĕсене ветерансемпе тыл ĕçченĕсем ассăн сывласа аса илеççĕ, куççульленеççĕ. Аслăрах ăрури çынсен чĕринче ĕмĕрлĕх суран хăварнă ахăр самана. Мĕн чухлĕ çын ĕмĕтне вăхăтсăр татман-ши, шăпине хуçман-ши вăл!? Апла пулин те паттăр салтаксем пуçĕсене усман, мирлĕ пурнăçшăн кар тăнă.

Вĕсенчен пĕри - Юнтапа ялĕнче çуралса ỹснĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ Всеволод Алексеевич Скворцов. Вăл 1943 çулта Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Всеволод маттур артиллеристсенчен пĕри пулнă. Салтак ултă çултан çеç тăван ене таврăннă. Чылай вăхăт СССР Хатĕрлев министерствин Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи уполономоченнăйĕнче тăрăшнă, тĕрлĕ ĕçре вăй хунă.

Всеволод Алексеевич Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илме пултарнăшăн чăннипех те савăнать. Ветеран 90 çулта пулин те хăйне сывлăх енчен аван туять. Кашни ир зарядка туни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни пулăшать те ăна. Всеволод Алексеевич ачисемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнать. Вĕсем куллен пулăшса пынăшăн, тимлĕх уйăрнăшăн тав тăвать.

Аслă Çĕнтерỹ ячĕпе хисеплĕ ветерана РФ Президенчĕ Владимир Путин саламлă çырупа, чи çывăх çыннисем, пĕлĕшĕсем, юлташĕсем саламланă. Майăн 9-мĕшĕнче районти нотариаллă кантур нотариусĕ Любовь Степанова ветеранпа тĕл пулчĕ. Всеволод Алексеевича мирлĕ пурнăçшăн чĕререн тав туса, ăшшăн саламласа парнепе чысларĕ.

Всеволод Алексеевич хăйне манманшăн, хисепленĕшĕн, саламлама вăхăт тупнăшăн савăннине пытармарĕ.

- Çĕр çинче яланах мирлĕ те янкăр тỹпе пултăр. Пурте пĕрле килĕштерсе пурăнăр, - терĕ ветеран ыр сунса.



"Каçал Ен"
20 мая 2015
11:39
Поделиться
;