Комсомольский муниципальный округ

М.Игнатьев рейтингĕ лайăхланнă

Граждансен обществин аталану фончĕ Раççей регионĕсен пуçлăхĕсен эффективлă ĕçĕсен рейтингĕн вунпĕрмĕш кăларăмне хатĕрленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "çỹллĕ рейтинг" ушкăна кĕнĕ, 3 картлашка çỹлерех çĕкленнĕ. Вăл Саха (Якути) Пуçлăхĕпе Егор Борисовпа 34-35-мĕш вырăнсене пайлать. Федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регион хушшинче Чăваш Ен пуçлăхĕ 6-мĕш вырăнта.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - регион пуçлăхĕсен ĕçне темиçе критерипе хакланă. Пĕрремĕшĕ, никĕсри - "Общество шухăшĕ" фонд ирттернĕ социологи тĕпчевĕсемпе экспертсен хаклавĕ. Иккĕмĕшĕнче - федерацин патшалăх службин специалисчĕсем хатĕрленĕ регионти халăхăн укçа тупăшĕпе тăкакĕсен шайлашăвĕн кăтартăвĕ. Ытти критерисем Раççей регионĕнчи халăхсен социаллă кăмăл-туйăмĕ, "Халăх шухăшĕ" фонд тĕпчевĕ РФ субъекчĕсенчи экономика лару-тăрăвне халăх мĕнле хак панипе çыхăннă тата регион ертỹçин ĕç-хĕлне МИХсенче мĕнле çутатни.

Раççейри субъектсенчи экономикăри лару-тăрăва асăннă рейтинг кăларăмĕнче экспертсен пĕтĕмлетĕвĕпе çирĕплетнĕ. 11-мĕш рейтинг кăларăмĕнче пĕчĕклетекен хушма коэффициентпа та усă курнă. Вăл - афилированность факторĕ. Çакă субъект ертỹçин экономика аталанăвĕн конкуренци тапхăрĕнчи ĕçе тĕрĕс хаклас пултарулăхне палăртасси тата бизнес-пĕрлĕхĕн ĕçне тишкерме пултарни.



"Каçал Ен"
16 декабря 2015
09:42
Поделиться
;