Комсомольский муниципальный округ

Ентеш ячĕпе - асăну хăми

Паллă чăваш çыравçи, куçаруçă, К.Иванов ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ Куçма Турхан пирĕн районти Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче кун çути курнине ентешсем пурте пĕлеççĕ, паллах. Вăл çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май районта çеç мар, республика шайĕнче те чылай ĕç-хĕл туса ирттернине те асрах тытатпăр. Çак кунсенче вара çыравçăн тăван ялĕнче асăну хăми уçăлчĕ. Çак паллă пулăма Хырхĕрри шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем, ял çыннисем, район администрацийĕнчен тата Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.М.Степанова сумлă ентешĕмĕр кун-çулĕ çинче чарăнса тăчĕ, вăл калăпланă хайлавсем çинчен аса илтерчĕ. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем чăвашла тата чăвашлăх çинчен çырнă сăвăсем вуларĕç. Тăххăрмĕш класра вĕренекен Юлия Коноваловăпа Анастасия Пушкина çыравçăн "Сĕве Атăла юхса кĕрет" романĕн сыпăкĕсене шыв пек юхтарса каласа пачĕç. Ытла та çепĕç те çав вăхăтрах янăравлă юхать-çке чăваш чĕлхи!

Малалла Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Комсомольски районĕн администрацийĕн, Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Алексей Самаркин, Анатолий Воробьев, "Кĕтне" ентешлĕхĕн хастар ĕçченĕсем, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, Геннадий Максимов çыравçă, "Çĕрулмине мухтав" агрофирма ертỹçи Александр Капитонов, сăмах каларĕç. Кунта каласа хăвармалла: асăну хăмине уçас пирки сăмах хускатаканĕ В.Туркай пулнă. Малалли ĕçе вара район администрацийĕ хăйĕн çине илнĕ. Кĕске вăхăт хушшинче паха шухăша пурнăçа кĕртме пултарнă та ĕнтĕ: йăл кулăпа пăхса ларать халь çыравçă ял-йыш çине асăну хăми çинчен.

Ял çыннисенчен Вениамин Васильевич Белков, Куçма Турхана çывăх пĕлнĕскер, паллă ентеш пурнăçра еплерех сăпайлă çын пулнине палăртрĕ. Пурăннă чух çыравçăпа тĕл пулнине аса илсе каласа пачĕ.

Пысăк та пархатарлă ĕçе çутçанталăк та ырларĕ тейĕн, тỹперен хĕвел пайăркисемпе çутатса савăнтарчĕ пухăннисене. "Чăн та ырă ĕç тăватăр!" - тесе калассăнах туйăнчĕ.

Г.БЕЛКОВА



"Каçал Ен"
19 декабря 2015
09:18
Поделиться
;