Комсомольский муниципальный округ

Фестивальте палăрнă

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа иртнĕ шăматкун Элĕк районĕнче республикăри халăх театрĕсен тата драма коллективĕсен "Мухтав ахрăмĕ" фестивальне пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерỹçĕсене 20 номинацире палăртнă.

Районти В.Х.Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕ Р.Сарпин "Калаçар-ха" пьеси тăрăх çырнă спектакле кăтартнăшăн "Чи лайăх спектакль" номинацире 3 степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Режиссерĕ - Л.Носова.

"Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан" номинацире Тарье рольне вылянă Валентина Курицына палăрнă.

"Пултарулăхри ăнтăлушăн" номинацире Вăрманхĕрри Чурачăк культура çурчĕн коллективне Дипломпа чысланă. Коллектива Е.Степанова ертсе пырать.



"Каçал Ен"
19 декабря 2015
09:14
Поделиться
;