Комсомольский муниципальный округ

Инкекре пĕччен хăварман

Вăрă килсен çурт-йĕр юлать, пушар тухсан нимĕн те хăвармасть, теççĕ халăхра. Пушартан пĕр туххăмрах нимсĕр тăрса юлма пулать.

Кĕçĕн Каçалти Кокоревсен кил-çуртĕнче кăçал аçа çапнипе пушар тухнă. Кил хуçисемпе ял çыннисем çухалса кайман. Пушара сỹнтерме пурте пĕрле кар тăнă. Тем пек тăрăшнă пулин те, вăйлă çиле пула, çурта веçех çăлса хăварайман, çапах та çулăм ытти хуралтăсем çине куçайман.

Пушарта килти пурлăх (сĕтел-пукан, япаласем) çуннă. Район ертỹçисем, ытти яваплă çынсем вырăна çитсе шар курнисемпе тĕл пулнă, вĕсене пулăшма шантарнă.

Çемьене пулăшса патшалăх вăрман уйăрса панă. Вырăнти бюджетран 20 пин тенкĕ панă. Резерв фондĕнчен тепĕр çемьене те укçан пулăшнă. Анчах та кунта çурта страхламан пулнă.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин тата ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов Кĕçĕн Каçала çитсе çурта мĕнле тунипе паллашнă. Хальхи вăхăтра çемье туса пĕтернĕ çурта куçать.

Комсомольски районĕн хисеплĕ çыннисем! Хальхи вăхăтра çынсем хăйсен çурт-йĕрне инкекрен страхласа укçа тăккаласшăн мар. Çурт-йĕре, пурлăха мĕнрен страхламалла-ха? Пушартан, çут-çанталăк инкекĕсенчен, пурнăçа тивĕçтермен авариллĕ лару-тăруран сиксе тухакан инкекрен çурт-йĕре, пурлăха страхламаллах.



"Каçал Ен"
19 декабря 2015
09:20
Поделиться
;