Комсомольский муниципальный округ

Террор акчĕ. Мĕнле сыхланмалла?

ĕнчере терроризм хăрушлăхĕ пысăк. Юлашки вăхăтра пирĕн çĕршывра чарнă "Ислам патшалăхĕ" террор организацийĕ сĕмсĕрленсех пырать. Мĕнле кăна ирсĕр ĕçсем тумарĕ-ши вăл?

Октябрĕн 5-мĕшĕ. Иракри Багдад, Халис, Эз-Зубайр хулисенче террор акчĕсенче 57 çын вилнĕ, вуншар çын аманнă.

Октябрĕн 10-мĕшĕ. Турцири Анкара хулинче массăллă мероприяти вăхăтĕнче 2 взрыв кĕрленĕ, 95 çын вилнĕ, 246-шĕ аманнă.

Октябрĕн 31-мĕшĕ. Египетри Синай çурутравĕнче Шарм-Эль-Шейхран Санкт-Петербурга вĕçекен лайнер çинчи взрыва пула 224 çын пурнăçран уйрăлнă.

Ноябрĕн 12-мĕшĕ. Ливанри Бейрут хулинче çынсем йышлă çỹрекен вырăнта 2 мотоциклист хăйсене хăйсем сирпĕтнĕ. 43 çын вилнĕ, 240-шĕ аманнă.

Ноябрĕн 13-мĕшĕ. Францин тĕп хулинче - Парижра террористсен ушкăнĕ концерт залне, стадиона, ресторансене тапăннă. Вĕсенче 130 çынна вĕлернĕ, 350 яхăн çынна амантнă. Çак кунах Багдад хулинче, мечете кĕнĕ вырăнта, террорист хăйне хăй сирпĕтнĕ. 18 çын вилнĕ, 40-шĕ аманнă.

Ноябрĕн 18-мĕшĕ. "Ислам патшалăхĕпе" çыхăну тытакан "Боко Харам" террор организацийĕ Нигерири Кано хулинче террор актне ирттернĕ. 50 ытла çын вилнĕ, вуншар çын аманнă.

Ноябрĕн 20-мĕшĕ. Мали çĕршывĕ. Бамако хулара террористсем хăна çуртне тапăннă. Унта 19 çын вилнĕ, çав шутран 6-шĕ - Раççейре пурăнакансем. Тата ытти террор акчĕсене те асăнма пулать. Хальхи вăхăтра Раççейре чарнă "Ислам патшалăхне" пĕтерес енĕпе çар операцийĕсем ирттереççĕ.

Чăваш Енре лăпкă пулсан та, тимлĕх пирки манма юрамасть. Енчен те террор акчĕ пулнă тăк, мĕн тумалла? Çакăн пирки тепĕр хут аса илтересшĕн.

Килте. Синкерлĕ лару сиксе тухас пулсан, мĕн тумаллине малтанах палăртăр. Çемьери кашни çыннăн оперативлă çыхăну тытма карас телефонĕ, электрон почтин адресĕсем, пейджер номерĕсем пулмалла. Çак координатсене сирĕн ачана вĕрентекен те, эсир ĕçлекен организаци ертỹçи те, тăвансемпе паллакансем те пĕлмелле. Хăш-пĕр чухне районта вырнаçнă çыхăну тытăмĕ стройран тухма пултарать - çавăнпа ин-çетре пурăнакан тăванăр патне мĕнле шăнкăравласси пирки калаçса татăлăр. Пĕрле пухăнмалли вырăна палăртса хурăр.

Ятарлă сумкăна куллен кирлĕ япаласем, нумай вăхăт упранакан апат-çимĕç, хунар, батарейкăсем, радиоприемник, шыв, инструментсем, чи кирлĕ документсен копийĕсене хума ан манăр.

Ĕçре. Террористсем, хăйсен "пултарулăхне" палăртас тĕллевпе, çỹллĕ тата паллă çуртсене сирпĕтме "кăмăллаççĕ". Енчен те эсир çакнашкал çуртра ĕçлетĕр е кунта килнĕ пулсан, чи малтанах унтан тухмалли вырăнсене палăртăр, эвакуаци планĕпе паллашăр, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем ăçта упраннине асăрхăр, медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне пама хăнăхăр. Сирĕн ĕç вырăнĕнче яланах ал айĕнче пĕчĕк радиоприемник (запас батарейкăсемпе пĕрле), хунар, аптечка, сăмса тутрисем, çирĕп пиртен çĕленĕ пуçа тăхăнмалли хатĕр, шăхлич пулмалла.

Çавăн пекех çакна та пĕлсе тăмалла, хăш-пĕр чухне террористсем çурта сирпĕтесси пирки маларах пĕлтерме пултараççĕ. Çавăнпа телефонпа шăнкăравлакансемпе чылай вăхăт калаçма тăрăшăр - çакă ятарлă службăсене вĕсем вырнаçнă вырăна хăвăртрах палăртма май парать. Енчен те çуртра иккĕлентерекен пакет, ешчĕк е урăх япала курсан, вĕсене тытса пăхма ан тăрăшăр, тỹрех право сыхлавĕн органĕсене шăнкăравлăр.

Эвакуаци вăхăтĕнче чỹречесенчен аякра пулма тăрăшăр, çурт умĕнче нумайăн ан тăрăр, пушар сỹнтерекен, полици тата ытти ятарлă машинăсене çул парăр.

Енчен те çуртра сирпĕнỹ пулнă тăк, унтан хăвăртрах тухмалла. Йывăр япаласем ỹкнипе суранланасран хăтăлас тесен сĕтел айне пытанăр, кăшт кĕтсе тăрăр.

Çак мерăсене пурнăçласан террор актĕнчен сыхланма пулĕ.

А.АХМЕЕВ,

районти полици пайĕн ертỹçи



"Каçал Ен"
19 декабря 2015
09:14
Поделиться
;