Комсомольский муниципальный округ

Юбилей концертне хутшăннă

Республикăри, Раççейри нумай конкурс çĕнтерỹçи, районти искусство шкулĕн воспитанникĕ Ксения Гришина паллă поэтăн, композиторăн Юрий Энтинăн юбилей концертне хутшăннă. Савăнăçлă концерт Мускав хулинче, Крокус Сити Холта, иртнĕ. Юрий Энтина паллă юрăçсем Алсу, Иосиф Кобзон, Анастасия Стоцкая, Алексей Чумаков саламланă. Ксения Иосиф Кобзонпа "Дорогою добра" юрă шăрантарнă. Сцена çине паллă артистпа пĕрле тухни пикешĕн калама çук пысăк çитĕнỹ.



"Каçал Ен"
19 декабря 2015
09:42
Поделиться
;