Комсомольский муниципальный округ

Ăмăртăва хутшăнăр

Районта спорта юратакан, унпа туслă çынсем сахал мар. Вĕсем мĕн ачаран спортпа туслашнă та паянхи кун та тĕрлĕ вăйă выляма ăста. Акă, Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Николай Васильевич Волков пушă вăхăт тупăнсанах футболла, волейболла выляса киленет. Çулла çуран чупма, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма та ăста вăл. Пĕччен çеç мар, Волковсем çемйипех спортпа туслă. Çитĕнĕвĕсем те сахал мар вĕсен. Çемьепе, районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕн коллективĕпе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса пĕрре мар çĕнтерỹçĕ пулнă вĕсем.

Çитес шăматкун, декабрĕн 26-мĕшĕнче, Николай Васильевич спорта кăмăллакансене Нĕркеç ялне пуçтарать. Ятарлă ăмăртусем йĕркелет. Спортсменсем волейболла, футболла выляса киленме пултараççĕ. Ăмăртусене спорт ветеранĕсем хушшинче тата 12 çулхи ар-çын ачасем хушшинче йĕркелеме палăртнă. Турнир 10 сехетре пуçланать. Нĕркеç ялĕнче спортсменсене яланах хапăл. Килсе курăр, выляса киленĕр!

А.АНТОНОВА



"Каçал Ен"
23 декабря 2015
12:03
Поделиться
;