Комсомольский муниципальный округ

Финалти вăйăсем

"Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче хĕрсемпе яшсем хушшинче шкул баскетбол лигин "КЭС-баскет" чемпионачĕ иртрĕ. Пуçтарăннисене комплекс директорĕ Е.Н. Савельев, ăмăртусен судйи С.В.Остапиенко ăшшăн саламларĕç.

Хĕрсем хушшинче финалта Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш, Урмаел тата Аслă Чурачăк вăтам шкулĕсен баскетболичĕсем тĕл пулчĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Комсомольски 1-мĕш тата Аслă Чурачăк вăтам шкулĕсен командисем.

Яшсем хушшинчи финал та хĕрỹ иртрĕ. Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш, Тукай Мишер, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕсен баскетболисчĕсем ăмăртрĕç. Финалта чемпионăн хисеплĕ ятне Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн баскетболисчĕсем çĕнсе илчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди - иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче - Тукай Мишерсем.



"Каçал Ен"
23 декабря 2015
11:56
Поделиться
;