Комсомольский муниципальный округ

Хитре этикетка айĕнчи наркăмăш

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра спирт хутăшĕллĕ шĕвексем ĕçсе республикăра 972 çын наркăмăшланнă. 2014 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ку 29,3 процент ытларах. Спирт хутăшĕллĕ шĕвексем ĕçсе 278 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Кăçалхи 11 уйăхра Комсомольски районĕнче çак хутăша ĕçсе 8 çын наркăмăшланнă, 7 çын пурнăçран уйрăлнă. Наркăмăшланнă çынсенчен 5-шĕ - хĕрарăмсем, 3-шĕ - арçынсем. 38-42 çулхисем - 5-ĕн, 59-67 çулхисем 3 çын.

Раççей Федерацийĕнче паллă мар çынсенчен интернет-магазинсенчен туяннă "алкоголь шĕвекĕ" ĕçсе наркăмăшланса вилнĕ тĕслĕх нумай.

Кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи лабораторийĕнче патшалăх стандартне тивĕçнине палăртас тĕллевпе алкоголь продукцийĕн 381 тĕслĕхне тĕрĕсленĕ. Тĕрĕсленĕ алкоголь продукцийĕ норма ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕ пурнăçа тата сывлăха упрас тĕллевпе çынсене алкоголь продукцине ятарлă магазинсенчен çеç туянма сĕнет.

Н.СЕРГЕЕВА,

Роспотребнадзорăн ЧР управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
23 декабря 2015
11:57
Поделиться
;