Комсомольский муниципальный округ

Пĕрлехи рейд иртет

Декабрĕн 14-25-мĕшĕсенче республикăра, районта "Должник" профилактика мероприятийĕ иртет. Ăна административлă саккунлăха пурнăçлассине лайăхлатас, айăплавран пăрăнма çуккине ăнлантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Çак тапхăрта штрафа вăхăтра тỹлемен водительсене тупса палăртаççĕ, парăмсене тỹлеттереççĕ. Мероприятие районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД ĕçченĕсем çеç мар, суд приставĕсем те хутшăнаççĕ. Ку - пĕрлехи рейд. Апла пулсассăн, штрафсене вăхăтра тỹлемеллех. Кайран ỹкĕнмелле ан пултăр.

Н.РАЙКОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
23 декабря 2015
12:04
Поделиться
;