Комсомольский муниципальный округ

Район библиотекине - парне

Нумаях пулмасть районти паллă ỹнерçĕ Василий Софронович Васильев тĕп библиотекăна "Илемлĕх юнашар пулсан" ("Когда красота рядом") кĕнеке парнелерĕ. Кĕнекене Чăваш Ен ỹнерçисем районта 15-мĕш хут плэнер ирттернине халалласа пичете кăларнă.

Унта Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ỹнерçин Михаил Григорянăн, Викентий Лукиянов, Василий Васильев, Вагиз Камалетдинов, Борис Григорьев ỹнерçĕсен, Диана Лукиянова, Мария Григорьева, Алла Зайцева студентсен ĕçĕсемпе паллашма пулать.

Кĕнеке пур ỹсĕмри çынсемшĕн те усăллă пулĕ. Кăларăмпа кăсăкланакансене район библиотекинче кĕтетпĕр.

Л.МОРОЗОВА



"Каçал Ен"
26 декабря 2015
16:29
Поделиться
;