Комсомольский муниципальный округ

Районта хăнара - Куславккасем

Декабрĕн 23-мĕшĕнче района малта пыракан хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе Куславкка районĕн делегацийĕ килсе кайнă. Делегацие ертсе пыракан Куславкка районĕн пуçлăхне Валентин Колумба тата республикăри Ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕхпе ăратлă выльăх ĕрчетес уйрăмĕн начальникне Светлана Мясниковăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин кĕтсе илнĕ.

Хăнасене Алексей Александрович районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕпе паллаштарнă, ял хуçалăхне патшалăх пулăшăвĕ пани çинче чарăнса тăнă.

Çавăн пекех Куславкка районĕн представителĕсем Г.В.Атласкинăн çирĕп аталанакан хресченпе фермер хуçалăхне çитсе курнă. Сăмах май, Григорий Атласкин - Чăваш Енре çемье выльăх-чĕрлĕх комплексне аталантармашкăн паракан гранта чи пĕрремĕш илнисенчен пĕри. Кунта 2012 çулта хальхи технологисемпе хăпартнă 200 пуç ĕне вырнаçмалăх сĕт-çу ферми ĕçлеме пикеннĕ.

Комплекс ĕçĕ-хĕлĕ кашни çулах аталанса пырать, аван тупăш парать. Паянхи куна кашни ĕнерен 16-17-шер килограмран кая мар сĕт суса илеççĕ. Фермер хуçалăхĕнче вара, нумай ĕçе механизациленĕ май, 5 çын вăй хурать. Хуçалăх çулсерен ỹссе пырать. Кăçал акă пăрусем валли уйрăм вите туса лартнă.

Фермер хуçалăхĕн ертỹçи Григорий Атласкин пĕлтернĕ тăрăх, çынсен ĕçне çăмăллатни сĕт суса илессине те, туса илекен продукцин пахалăхне те ỹстерет.



"Каçал Ен"
26 декабря 2015
11:23
Поделиться
;