Комсомольский муниципальный округ

Тимлĕ пулăр!

Çул çинче çуран çỹрекенсен те, водительсен те çав тери тимлĕ пулмалла. Правилăсене пăхăнмалла, йĕркене пăсмалла мар. Çул-йĕр çинчи лару-тăрăва тĕрĕсленин, тăтăшах рейдсем йĕркеленин витĕмĕ пысăк. Акă, декабрĕн 25-26-мĕшĕсенче "Нетрезвый водитель" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Çак вăхăтра автомашинăпа çула тухакансене тĕрĕслерĕмĕр, йĕркене пăхăнманнисен, ỹсĕррисен явап тытма тиврĕ. Çавăн пекех декабрĕн 28-мĕшĕнче инспекторсем автомашинăра ачасене епле илсе çỹренине пăхаççĕ. Вĕсене ятарлă креслăсăр тата çыхăнмалли хатĕрсĕр илсе çỹрекенсен явап тытма тата штраф тỹлеме тивет. Йĕркене ан пăсăр!

Н.РАЙКОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
26 декабря 2015
16:25
Поделиться
;