Комсомольский муниципальный округ

Парламентари республикăра пурăнакансемпе тĕл пулать

Пĕрремĕш тĕл пулăва январĕн 13-мĕшĕнче йĕркелеççĕ. Çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Никоноров йышăнать. Январĕн 14-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов республикăра пурăнакансемпе тĕл пулать, ыйтăвĕсене уçăмлатать. Бюджет, финанс тата налук комитечĕн председателĕ Игорь Кушев çынсемпе январĕн 19-мĕшĕнче тĕл пулать. Январĕн 26-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков çыхăнăва тухать. Парламент депутачĕ Генрих Васильев Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакансемпе онлайн калаçу йĕркелет. Çав кунах республикăра пурăнакансем ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен председателĕн çумне Елена Николаевăна ыйтусем пама пултараççĕ. Январĕн 28-мĕшĕнче Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев Елчĕк районĕнче çынсене йышăнать. Çавăн пекех çак кун республикăра пурăнакансемпе ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Николай Малов тата ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов тĕл пулусем йĕркелеççĕ.

Йышăнăва 8(8352) 62-25-56 е 64-21-67 номерсемпе шăнкăравласа çырăнмалла.

ЧР Патшалăх Канашĕн пресс-служби



"Каçал Ен"
12 января 2016
10:10
Поделиться
;