Комсомольский муниципальный округ

Владимир Пучков - Чăваш Енре

Кăрлач пуçламăшĕнче Чăваш Енре Раççей МЧСĕн пуçлăхĕ Владимир Пучков ĕçлĕ визитпа пулнă. Çулçỹревĕн тĕп тĕллевĕ - регионăн çăлав службисем хĕллехи тапхăрта автомобиль трассисем çинче пысăк "пăкăсем" вăхăтĕнче водительсене пулăшассине, ЖКХ объекчĕсенчи пысăк аварисен сиенне пĕтерессине пурнăçлама хатĕррипе хатĕр маррине тĕрĕслесси.

Владимир Пучков Чăваш çăлавçисен аэромобильлĕ ушкăнĕн вăйĕсемпе хатĕрĕсене пăхса çаврăннă. Раççей МЧСĕн тĕп аппарачĕн делегацийĕ çавăн пекех Шупашкарти 6-мĕш пушар-çăлав чаçне çитсе курнă: çăлавçăсемпе пушарнăйсен ĕç условийĕсемпе паллашнă, вĕсем усă куракан техникăпа оборудование тĕрĕсленĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей МЧСĕн пуçлăхне регионри службăсемпе ведомствăсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлени, çынсен сĕнĕвĕсемпе асăрхаттарăвĕсене вăхăтра шута илни республикăра тăнăçлă лару-тăрăва сыхласа хăварма май панине пĕлтернĕ.



"Каçал Ен"
12 января 2016
10:10
Поделиться
;