Комсомольский муниципальный округ

Канашлу иртнĕ

Январĕн 13-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе республикăри çурт-йĕр комплексĕн, çул-йĕр хуçалăхĕн тата кредитпа финанс организацийĕсен ертỹçисемпе канашлу иртнĕ.

"Республика экономикин тĕп çăлкуçĕсенчен пĕри - строительство индустрийĕ. Маларах палăртнă 2015 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, регионта пĕтĕмпе 840 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. 2014 çулхипе танлаштарсан кăтарту 98 процент. Строительство пайĕнче ĕç-пуç аван пырать. Социаллă ушкăнри çынсене хваттерсемпе тивĕçтерессипе йышăннă патшалăх программи те кирлĕ шайра пурнăçланать. Республикăра пурăнакан 4 пин те 800 çемье пĕлтĕр пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. 2 миллиард та 900 миллион ытла укçа-тенкĕ социаллă ушкăнри çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме уйăрнă. Экономкласлă çуртсене ытларах хута яма тăрăшмалла", - тенĕ Михаил Васильевич.

Михаил Игнатьев строительсене тата предпринимательсене кăçал обществăлла инфратытăма аталантарма финанс тĕлĕшĕнчен 8 млрд 550 млн тенкĕ куçассине пĕлтернĕ. Палăртнă укçа-тенкĕрен         661 млн тенки вара нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама пухакан укçа пулнине палăртнă. Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов докладра кăçал пирĕн районти Элпуçĕнчи шкула хута яма, унсăр пуçне тата икĕ шкул хăпартса лартма тытăнмаллине пĕлтернĕ. 2020 çулччен регионта иккĕмĕш сменăпа шкулсенче вĕрентессине пĕтĕмпех пăрахăçламаллине асăннă.

Регионти çул-йĕр ыйтăвĕсемпе Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов тĕплĕн паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх, пĕтĕмпе автомашина çулĕсене тасатма 310 техника çула тухнă. Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче 14 сехет тĕлне республикăра çил-тăвăл хыççăнхи çулсене пĕтĕмпех тасатса çитернине, нимĕнле чăрмавсем те, кăлтăксем те пулманнине асăннă.



"Каçал Ен"
15 января 2016
09:45
Поделиться
;