Комсомольский муниципальный округ

Фестивальте - илемлĕ юрăсем

Иртнĕ эрнекун, январĕн 15-мĕшĕнче, Комсомольскинчи "Вознесение Господня" чиркỹре "Свет Рождества" фестиваль иртрĕ. Пухăннисене, фестивале хутшăнма кăмăл тунисене чиркỹ настоятелĕ Николай атте ăшшăн саламларĕ.

Фестивале районти коллективсем хутшăнчĕç, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Ачасемпе аслисем тĕн юррисем шăрантарчĕç. "Кубняночка" вокал ансамблĕ те уяв концертĕнче илемлĕ юрăсем парнелерĕ.

Ачасен çепĕç юррисем пурин кăмăлне те кайрĕç. Вĕсем мĕн пĕчĕкренех тĕн юррисене пĕлсе ỹсни, чуна пуянлатни чăннипех те паха.

И.СПИРИДОНОВА,

вĕрентекен



"Каçал Ен"
19 января 2016
09:30
Поделиться
;