Комсомольский муниципальный округ

Инвалидсене - тимлĕх

Çулталăкăн пĕрремĕш кунĕнчен инвалидсен ушкăнне палăртакан критерисем улшăннă. Халĕ вĕсене организм функцийĕ епле хавшанине кура палăртаççĕ. Аса илтеретпĕр, маларах вара çын вĕренме, ĕçлеме, хăйне хăй тивĕçтерме пултарнине шута илнĕ.

Çавăн пекех кăçал сусăр çынсене культура, йăла, транспорт тата ытти обществăлла вырăнсемпе пуринпе те тан усă курма майсем туса памалла. Çакăншăн федераци тата регионти влаç органĕсем, муниципалитетсем яваплă. Тинех, куç курман инвалидсем федераци, регионти тата вырăнти влаç органĕсен сайчĕсемпе паллашма пултараççĕ. Çакăнпа РФ Массăллă коммуникацисемпе çыхăну министерстви тивĕçтермелле.



"Каçал Ен"
19 января 2016
09:36
Поделиться
;